Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аван тухăç илес шанчăк пур

19 мая 2010 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ тесен те юрать. Чăн тĕрĕссипе вара — пуçланнă кăна. Хуçалăхсенче шăтса тухнă калчасемпе ĕçлемелле, çум курăка, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене, чир-чĕре хирĕç кĕрешмелле, им-çам сапмалла.

«Искра» колхоз вăл-ку ĕçсене яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлать, пурнăçланă та. Çакă уй-хир культурисенчен пысăк тухăç илме май парать.

Эпир майăн 13-мĕшĕнче пултăмăр та, унта пикенсех çĕр улми лартатчĕç.

«Юлашки гектарсем çеç юлнă. Паян пĕтеретпĕр»,— пĕлтерчĕç пире ĕçлекенсем хавхаланса.

Владимир Кудряшов Т-150 маркăллă тракторпа дисклă сÿрепе çĕр хатĕрлесе пыратчĕ. Владимир Воробьев «иккĕмĕш çăкăра» лартатчĕ. Вăрлăха Андрей Руссаковпа Николай Кошкин водительсем турттаратчĕç. Ĕç килĕшÿллĕ, кал-кал пыратчĕ. Петр Ишмуратовпа Александр Лебедев акаçăсем çĕр улмине бункерсене тултаратчĕç.

Хуçалăх тĕпрен илсен «удача» сортлă çĕр улми лартать. Çавăн пекех «романо» сортпа та ĕçлет. Кăçал колхозра «иккĕмĕш çăкăра» 50 гектар çинче çитĕнтересшĕн. Ку хуçалăхра çулсеренех япăх мар тухăç илеççĕ. Уй-хирте ĕçлекенсем пирки асăнтăмăр та, çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă çĕрте вăй хунă ĕçченсене те палăртас килет. Галина Дьяконова, Тамара Квасова, Елена Макарова тата ыттисем те çĕр улми суйланă чух çеç мар, ытти ĕçре те тăрăшуллă.

«Искра» колхозăн тĕп агрономĕпе Т.Л.Мартыновăпа курса калаçрăмăр. Вăл каланă тăрăх, хуçалăхра 370 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акса хăварнă. Татьяна Леонидовна кĕр тыррисем пĕтĕмпех пĕтни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Ку хуçалăхра çеç мар, ытти çĕрте те лару-тăру çавăн евĕрлех. «Кĕр тыррисем кашни çулах пĕр евĕрлĕрех тухăç панине шута илсе эпир ăна 250 гектар çине акса хăварнăччĕ. Кăçал вара çав лаптăксене çĕнĕрен урпа акма тиврĕ. Çакă хушма ĕç пулчĕ»,— терĕ тĕп агроном.

Çурхи ака-суха ĕçĕсенче Николай Квасов, Александр Безрукин, Владимир Кудряшов, Николай Воробьев тата ыттисем те хастар ĕçленĕ.

Пĕр çул ÿсекен курăксене 300 гектар акнă. Хуçалăхра нимĕç пăрçи те 40 гектар çинче çитĕнтереççĕ.

Хирте тăрăшакансене кунне икĕ хутчен техĕмлĕ вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Пурте уншăн Хырай Ĕнел хĕрĕсене Ольга Кабалинăпа Наталья Сорокина поварсене тав сăмахĕ калаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, «Искра» колхоз агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă. Кунта хуçалăх ертÿçин А.Н.Зайцевăн, тĕп агрономăн Т.Л.Мартыновăн, механизаторсен тата ытти ĕçченсен те тÿпи пысăк.

Çанталăкĕ çеç патăр, уй-хир культурисенчен аванах тухăç илес шанчăк пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика