Чебоксарский международный кинофестиваль 2010ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлтăр» пулма çăмăл мар

12 мая 2010 г.

Кинофестивалĕн иккĕмĕш кунĕнчи пресс-конференци Чăваш наци музейĕнче иртрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе унта Раççей халăх артисчĕсем Ирина Мазуркевич тата Анатолий Равикович, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Михаил Ефремов тата Алексей Нилов, çавăн пекех Никита Высоцкий, Семен Фурман, Ксения Суркова хутшăнчĕç.

Ирина Мазуркевич хăйĕн сăмахне Шупашкар пирки çапла каланинчен пуçларĕ: «Питĕрте пурăннăран Шупашкартан тĕлĕнтермĕш кĕтменччĕ, анчах та кăмăл-туйăм тулса тăкăнчĕ темелле. Сирĕн хула питĕ таса, ятарласа çуса тухнă пек. Пĕрмай килсе тăрас килекен çурта аса илтерет вăл».

Никита Высоцкий те Ирина Степановнăн шухăшĕпе килĕшсе çапла пĕлтерчĕ: «Эпир кунта пурте хамăра лайăх, хăтлă, кăмăллă туятпăр. Ку - официаллă палăртни!»

Михаил Ефремов пирĕн йăхташ пулни пирки вулакан пĕлет ĕнтĕ. Вăл Аслă вĕрентÿçĕн Иван Яковлевăн мăнукĕн мăнукĕ. Патриархăн мăнукĕ Анна Алексеевна Некрасова /Лидия Ивановнăн хĕрĕ/ Ачасен тĕп театрĕн тĕп режиссерĕ пулнă. Унăн пĕрремĕш упăшки Борис Покровский чылай вăхăт Пысăк театрăн тĕп режиссерĕнче ĕçленĕ. Вĕсен хĕрĕ Алла Борисовна Покровская - Раççей халăх артистки, «Современник» театр актриси. Асăннă театрăн тĕп режиссерĕпе Олег Ефремовпа пĕрлешнĕ хыççăн çут тĕнчене шăпах Михаил Ефремов килнĕ те.

Михаил Олегович Шупашкарта мăн-мăн кукашшĕн палăкĕ патне çитсе пуç тайнă. Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут мар вăл. Ача чухнех Михаил амăшĕпе пĕрле килсе курнă кунта. Ефремовсен çемйи - Яковлевсен çĕнĕ ăрăвĕ - несĕлĕн ятне асра тытать. Михаил Олеговичăн пилĕк ачи те /кĕçех улттăмĕшĕ çуралмалла/ Иван Яковлевич пирки лайăх пĕлет. Вĕсем çеç мар. Икĕ çул каялла тĕп хулари Актерсен çуртĕнче Яковлевсен тăхăмĕсем пуçтарăннă. Актерсем татах пур çак йышра. Вĕсенчен пĕри - Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Ермолова ячĕллĕ театр актерĕ Владимир Павлов.

Хăнасем кинофестивалĕн жюри ĕçĕ пирки те сăмах хускатрĕç. Унăн членĕсем профессионализм тĕлĕшĕнчен вăйлă тата çирĕп ыйтакан çынсем пулнине, çавна май конкурса тăратнă кинофильмсене тивĕçлĕ хак парасса шаннине палăртрĕç.

Çамрăк актриса Ксения Суркова, Вера Глаголева ÿкернĕ «Одна война» илемлĕ фильмри Наташка сăнарне калăпланăскер, актер профессине юратни пирки пĕлтернĕ май «çăлтăр» пулма çăмăл маррине те палăртрĕ: «Хальхи вăхăтра пĕр фильмра ÿкерĕнсех чап, сум илеймĕн. Çак чыса тивĕçес тесен нумай ĕçлемелле, опыт пухмалла».

Ирина Мазуркевич ун шухăшĕпе килĕшрĕ тата çакна хушса каларĕ: «Çамрăк актерсем пĕр самантарх «çăлтăр» пулма ĕмĕтленеççĕ. Актер ĕçĕ велосипедпа ярăннă саманта аса илтерет. Малалла каяс тесен педале пĕр вырăнта тытмалла мар. Кунта та çавăн пекех: кашни кун ĕçлемелле, аталанмалла».

Хальхи вăхăтри кинематограф пирки сăмах пуçарсан Алексей Нилов çапла хушса хучĕ:

- Интереслĕ фильмсем ытларах пулсан тем пекехчĕ. Экран çине пăхнă май куракан куçĕ шывлансан пĕрре те япăх мар. Режиссер çавăн пек туйăмсем çуратма пултаракан ĕç лартать тĕк - ку фильм питĕ лайăх эпиин. Шел те, унашкал кинолентăсем нумай мар çав.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика