Чебоксарский международный кинофестиваль 2010ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăхлатакан уяв

12 мая 2010 г.

Шупашкарти кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăличчен унăн хăнисем журналистсемпе тĕл пулчĕç те. Пĕрремĕш пресс-конференцие Вера Токарева кинорежиссер тата документлă кино режиссерĕ, сценарисчĕ Вадим Цаликов уçрĕç.

Илемлĕ фильмсем экран çине тухаççех. Документлă фильмсен кун-çулĕ вара çăмăлах мар. Çак шухăша Вера Токарева çирĕплетсех каларĕ: «Кинофестивальсем пурри питĕ лайăх. Шăпах вĕсем пирĕн ĕçсене куракансем патне çитереççĕ». Вера Михайловна Шупашкара кинемотографи ветеранĕсене халалланă «Незабываемое» картина тата «Однофамильцы Федоровы» çĕнĕ ĕç илсе килнĕ. Виçĕ вырăнта - Çĕнĕ Шупашкарти «Атăл» кинотеатрта, /çу, 10/ тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче /çу, 12/, «Çеçпĕл» кинотеатрта /çу, 12/ кăтартма палăртнă.

Журналистсене шăпах «Однофамильцы Федоровы» фильм кăсăклантарчĕ. Вĕсен геройĕсен хушшинче пирĕн ентешсем те пур-çке: ЧР Президенчĕ Николай Федоров, Гурий Федоров аграрий - Елчĕк районĕнчи Кавалтан, паллă офтальмолог Святослав Федоров, ыттисем - Раççей патшалăх библиотекин президенчĕ Виктор Федоров, Бауман ячĕллĕ Мускав патшалăх техника университечĕн ректорĕ Игорь Федоров... Çак проект пирки режиссер 17 çул шухăшласа çÿренĕ. Мĕншĕн Ивановсемпе Петровсем çинчен мар, шăпах Федоровсем пирки ÿкерме шухăшланă-ха? Ун пирки Вера Токарева акă мĕн пĕлтерчĕ:

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи общество-политика пурнăçĕнче темиçе лидер палăрчĕ. Вĕсем пурте - Федоров хушаматлăскерсем. Картинăн тĕллевĕ - çамрăксене ырă тĕслĕхсемпе паллаштарасси. Ĕçленĕ май фильм «тарăнланса» пычĕ, ĕненÿ, ăс-хакăл, тĕн пĕлтерĕшĕсем вăй илчĕç. Шупашкар - çĕршыври пĕртен-пĕр хула, ăçта чиркÿ патне илсе çитерекен çул хывнă. Федор - грек сăмахĕ, вăл Турă парни тени пулать.

Вадим Цаликов пирки пĕр иккĕленмесĕрех пирĕн çын теме юрать. Кинофестивале виççĕмĕш хут хутшăнать. Ытти çĕре чĕнменрен мар. «Шупашкара татах килме май пурришĕн питĕ савăнатăп, - тет Вадим Вадимович. - Хула таса, илемлĕ. Чи пĕлтерĕшли - куракансем кăмăллă çынсем пулни».

Вадим Цаликов фестивале «Граждане Беслана» /пĕлтĕр те кăтартнăччĕ/ тата çĕнĕ «Беслан. Надежда» ĕç илсе килнĕ. Икĕ картинăна та пăхма сĕнет кинорежиссер. Çапла туни пулăмсене хак пама пулăшĕ. «Беслан. Надежда» картинăна вĕрентекенсене халалланă.

Цаликовăн тепĕр çĕнĕ ĕçĕ - «Цхинвал. Послесловие». Унта Кăнтăр Осетире 2008 çулта пулса иртнĕ лару-тăрăва çутатнă.

Пресс-конференцин хăни пирки те каласа хăвармаллах. Вăл - СССР халăх артисчĕ, телекурав легенди Виктор Балашов. Виктор Иванович çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта митинг-реквиема ертсе пынă. Анчах журналистсем унран урăххи пирки ыйтса пĕлчĕç. Унăн сасси, профессионализмĕ канăçсăрлантарчĕ вĕсене. «Турă пани çеç çителĕксĕр, хăвăн та тăрăшмалла, - терĕ паллă диктор. - Çапла тăваттăмччĕ те. Кунне 4-шар сехет ĕçлеттĕм. Сасса лартнă хыççăн икшер сехет вуланă. Халĕ те айкашкалатăп».

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика