Чебоксарский международный кинофестиваль 2010ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта - илем тĕнчин ĕçченĕсем

12 мая 2010 г.

Лайăххине хăвăрт хăнăхатпăр пулмалла: Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль пирĕншĕн кун йĕркинчи пулăм пекех. Пĕрне ирттерсе яратпăр та теприне кĕтме пуçлатпăр. Ырри, кăсăкли, тавра курăма ÿстерекенни пур-çке унта. Виçĕм çулхи кинофестиваль, пĕрремĕшĕ, халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан «Атăл чиккинче» ятпа иртрĕ. Кăçалхи, виççĕмĕшĕ, вак халăхсен кинематографине халалланăскер, Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕпе пĕр килчĕ. Çавăнпа та ун программинче вăрçă, совет халăхĕн паттăрлăхĕ, халăхсен туслăхĕ тата ытти темăпа çыхăннă кинокартинăсем ытларах пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.

Кинофестиваль çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уçăлчĕ. Хальхинче те йăлана пăсмарĕç ун йĕркелÿçисем, жюри членĕсем, хăнасем - кино тата театр «çăлтăрĕсем» - театра хĕрлĕ кавир çулпа утса кĕчĕç. Камсем-ха вĕсем? Фестиваль президенчĕ, Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцерн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров, фестивалĕн пултарулăх ертÿçи, программа дирекцийĕн директорĕ Сергей Лаврентьев, илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ Миролюб Вучкович киновед /Серби/, жюри членĕсем - Аяз Салаев кинорежиссер, киновед /Азербайджан/, Раççей халăх артистки Лидия Федосеева-Шукшина, СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев тата Елена Стишова кинокритик. Киноçăлтăрсенчен вара çаксем «аннă»: Раççей халăх артисчĕсем Ирина Мазуркевич тата Анатолий Равикович, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Михаил Ефремов, Алексей Нилов, кино тата театр артисчĕсем Семен Фурман, Никита Высоцкий, Ксения Суркова, Ирина Агейкина, Дмитрий Серегин, Наталья Кудряшова, Екатерина Лапина, продюсерсем - Евгения Тирдатова, Петр Черняев, Юрий Обухов, режиссерсем - Елена Сорокина, Вадим Цаликов, Вера Токарева, Михаил Коновальчук, Яна Фетеску. Артистен тумне темле хакламалла. Пĕлтĕрхисем шукăльрах пекчĕ. Раççей халăх артисткин Светлана Дружининăн епле капăрччĕ, мăйĕ çинче ылтăн вăчăрасен ярăмĕччĕ. Хальхисем сăпайлăраххисем пулчĕç-ши е Шупашкар Каннри е урăх çĕрти паллă фестивалех мар терĕç-ши - ахлатса киленмеллиех пулмарĕ. Тĕрĕссипе, хамăрăннисем маххă памарĕç, хĕрлĕ кавир тăрăх «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр фестивалĕн çĕнтерÿçисем те утса кĕчĕç-çке. Вăт вĕсем вара чăннипех тăрăшнă: чаплă бала çÿрекен пикесем пекех туйăнчĕç.

ЧР Президенчĕ Николай Федоров кинофестивале уçнă май çапла каларĕ:

- Илемлĕх тĕнчин ĕçченĕсене - кино деятелĕсене - тата куракансене саламлама питĕ хавас. Кăçал фестивалĕн географийĕ сарăлчĕ. Билетсем кинофорумăн пилĕк кунĕнчи пĕр сеанс валли те юлманнинчен тĕлĕнме кирлех мар. Вун-вун пин çын - Чăваш Енри пурăнакансемпе Шупашкар хăнисем - искусствăсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕринпе çывăхланма ларĕç. Пĕлтерĕшлĕ тата чаплă фестиваль уçăлнă ятпа пурне те саламлатăп.

Карен Шахназаров - шухăшĕпе, кăçалхи кинофестиваль çĕршыв тата тĕнче историйĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тапхăрта иртни - хăйне евĕрлĕ паллă. «Эпĕ пурне те Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе саламлатăп! Кинофестиваль - Аслă Уявăн пĕр пайĕ, мĕншĕн тесен пирĕн аттесемпе асаттесем эпир паян çапла ĕçлеме, çакăн йышши мероприятисем ирттерме пултарччăр тесе тăшманпа çапăçнă. Шупашкар кинофестивалĕ ыттисенчен ансатлăхĕпе тата чĕре ăшшипе уйрăлса тăрать. Сирĕн патăрта пулма питĕ лайăх, кунта картинăсен кăмăлтан пăхатăн, мĕн курнине сÿтсе явни килĕшет», - терĕ Раççей халăх артисчĕ.

Фестивале çул параканĕ «кинохлопушка» пулчĕ. Çак реквизита кинофестиваль президентне çĕршыври чи паллă «мент» - «Улицы разбитых фонарей» сериалăн тĕп ролĕсенчен пĕрне калăпланă, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Алексей Нилов - тыттарчĕ.

Виççĕмĕш кинофестивалĕн чикки тĕп хулапа Çĕнĕ Шупашкартан тухса яллă вырăнсене те çитрĕ. Канаш районĕнчи автоклуб вăйĕпе виçĕ ялта Валерий Огородниковăн, Дмитрий Месхиевăн, Сергей Микаэлянăн кинокартинисене кăтартнă. Етĕрнере, Муркашра, Çĕрпÿре Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Фетисовпа тĕл пулусем иртнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика