Чебоксарский международный кинофестиваль 2010ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинофестиваль пуласлăхĕ пысăк

08 мая 2010 г.

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль виççĕмĕш хут иртет. Вăл çулран-çул вăй илсе, тĕрекленсе пырать. Пĕлтĕр, сăмахран, кинофестиваль вăхăтĕнче 99 мероприяти /киносеанссем, пресс-конференцисем, пултарулăх каçĕсем, мастер-классем/ ирттернĕ, вĕсене 31 пин ытла çын хутшăннă.

Кăçалхи кинофестивале вак халăхсен кинематографине халалланă. Вăл паян каçхине савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ.

Ĕнер кинофестиваль йĕркелÿçисем журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Тĕл пулăва ЧР культура министрĕ Роза Лизакова тата кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, программа дирекцийĕн директорĕ Сергей Лаврентьев киновед ертсе пычĕç.

Йĕркелÿ ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусенчен пысăк пайĕ пурнăçланнă, хăнасене йышăнмалли, кинозалсене пухăнса ларса шурă экрансене «чун кĕртесси» çеç юлнă. Пурте çак саманта кĕтеççĕ. Журналистсем чи малтанах Шупашкарти кино уявĕн хăй евĕрлĕхне пĕлес терĕç. Ку ыйтупа Сергей Лаврентьев сăмах илчĕ.

– Тĕнчере, унăн кирек хăш кĕтесне илес пулсан та, Голливуд фильмĕсене кăтартаççĕ. Эпир вара ытти картина та пурри, вак халăхсем те хăйсен кинематографийĕпе мухтанма пултарни пирки пĕлтерес тетпĕр. Программăри ĕçсем çакна çирĕплетеççĕ. Куракансем тĕнче аслине, тĕрлĕ енлине туйса илччĕр.

– Шупашкар кинофестивалĕ чăннипех тĕнче шайĕнчине хăш картинăсемпе ĕнентернĕ пулăттăр?

– Хальхинче хула çыннисем тата ун хăнисем унашкал тăватă ĕçпе паллашĕç. Сăмахран, «Сезон туманов» /Раççей – Аслă Британи/, «Пыль времени» /Греци – Италии - Франци - Раççей/, ыттисем те. Кĕçалхи фестиваль ăнăçла иртсен çитессинче ют çĕршывра ÿкернĕ ĕçсене те, унти паллă «çăлтăрсене» те чĕнес шухăш пур. Вĕсене Мускавран ытларах Раççейĕн ытти кĕтесĕ, халиччен пулса курман вырăнсем кăсăклантараççĕ. Ку енĕпе Шупашкарти кинофестивалĕн малашлăхĕ пур.

– Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çĕнĕлĕхсем пур-и?

Асăннă ыйтăва Роза Лизакова хуравларĕ:

– Хула çыннисем çеç мар, яллă вырăнта пурăнакансем те хутшăнма пултарччăр терĕмĕр. Çапла тăвас тесен вĕсен ятарласа Шупашкара килсе çÿремелле мар. Кино хăй яла çитĕ. Çапла тума иртнĕ çул туяннă автоклубсем пулăшĕç. Сăмахран, çу уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче Канаш районĕнчи Шăхасан, Уçырма, Юмансар ялĕсенче Аслă Çĕнтерĕве халалланă кинофильмсем кăтартĕç.

Калем ăстисем çавăн пекех фестивалĕн хăнисем, жюри членĕсем пирки те кăсăкланчĕç. Вĕсем - сумлă, паллă çынсем. Фестиваль президенчĕ - Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцерн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров. Жюри председателĕ - Миролюб Вучкович киновед /Серби/, Аяз Салаев кинорежиссер, Раççей халăх артистки Лидия Федосеева-Шукшина, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, Елена Стишова кинокритик.

Шупашкарсем çавăн пекех пире юнпа çывăх çынпа - И.Я.Яковлевăн тăхăмĕпе Михаил Ефремовпа - тĕл пулма ĕмĕтленеççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика