Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăка чĕртмелле мар!

05 мая 2010 г.

Юлашки виçĕ эрне хушшинче районта кунсерен тенĕ пек унта е кунта пушар пулать. Кашни тĕслĕхĕнчех вут-çулăм типĕ курăка чĕртсе янипе алхасать. Пушар машинисем кунне 3-4 çĕре чĕнĕве тухаççĕ. Ял çыннисен сарайĕсем, мунчисем çунаççĕ. Нумаях пулмасть Штанашра çак сăлтавпах çурт çунса каяс хăрушлăх пулнă. Телее, кил-çурта çăлса хăварма май килнĕ.

Вут ниме те тиркеменни пирки район çыннисем аванах пĕлеççĕ пулин те пур пĕрех алла шăрпăк тытса типĕ курăка вут илтереççĕ, кайран урса кайнă вут-çулăма чарма йывăрри пирки шутласах каймаççĕ. Инкек пулсан вара чавса çывăх та, çыртма çук. Çак кĕске хушăра миçе çын тăкак курнă хыççăн типĕ курăка чĕртсе янăшăн хăйсене ÿпкелерĕç пулĕ. Сăмах май, çак вăхăтра типĕ курăка чĕртнĕрен пушар тухнăшăн икĕ çынна явап тыттартăмăр: Утаркасси ял çыннине виçĕ пинлĕх, РТП территорийĕнче пурăнакан çынна пĕр пин те пилĕк çĕр тенкĕлĕх штрафларăмăр. Сăмахпа калани, район хаçатĕнче тăтăшах асăрхаттарса çырни çынсен шухăшлавне витĕм кÿмест пулсан, малашне те айăплисене укçан явап тыттарăпăр. Штраф тÿснĕ çынсен йăнăшĕ ыттисемшĕн урок пулатех пулĕ.

Çакна та каласа хăвармалла, юлашки çулсенче ялсенче никам та пăхса тăман пушă çуртсем йышланса кайрĕç, çавна май йĕри-тавра курăк ÿссе кайнă, çÿп-çап тулнă. Вĕсен çывăхне вут-çулăм çитсен инкек пуласса кĕтсех тăр. Пушă çуртран кăна мар, кÿршĕсен хуралтисенчен те кĕске вăхăтрах кĕл купи кăна юлас хăрушлăх пур. Çанталăк типĕ тăни, кунсерен çил вăйлă пулни вут-çулăмшăн меллĕ кăна. Çавăнпа та, хисеплĕ район çыннисем, тимлĕ пулăр, уйрăмах çуртсемпе хуралтăсем çывăхĕнче типĕ курăка ан чĕртĕр. Маларах сыхлансан, асăрхануллă пулсан инкекĕ те, тăкакĕ те пулмĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика