Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушартан сыхланăр

10 апреля 2010 г.

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче пушар 8 хутчен алхаснă. Вут-çулăмра пинĕ-пинĕпе пурлăх çунса кайнă. "Хĕрлĕ автан" икĕ çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Палăртмалла, пушарсен хисепĕ Хĕрлĕ Чутай тата Атнар ял тăрăхĕсенче пысăкрах.

Çуллахи кунсем çывхарнă май, малалла пушар тухас хăрушлăх ÿссех пырать. Мĕншĕн тесен çынсем кил-çурт таврашĕнче тирпейлесе пуçтарнă çÿп-çапа , типĕ курăка çунтарма васкаççĕ. Чылайăшĕ пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен манать. Пĕлтĕр çак сăлтавсене пулах тăватă хутчен пушар тухнă. Типĕ курăка чĕртсе ярса "хĕрлĕ автан " вăрмана кĕрсе кайни те пулчĕ вĕт. Юрать, пушарнăйсем вăхăтра çитсе вут-çулăма сÿнтернĕ. Мĕн тери пысăк инкек пулатчĕ. Çавăнпа халăха вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерсех тăратпăр. Çÿп-çап çунтарас пулсан ĕçе объектран 50 метр аякра пурнăçлама тăрăшăр. Ачасене шăрпăкпа выляссинчен асăрхăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика