Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тертлĕ пулчĕ пурнăç, ватлăхра вара ачасемпе йăпанса пурăнатăп»

03 апреля 2010 г.

Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар теççĕ. Пурнăç тăршшĕнче темĕн те курма пулать. Шулю ялĕнче пурăнакан, 77 çул тултарнă Ольга Яковлевна Агафонован та (хĕр чухнехи хушамачĕ Макарова) темĕнле йывăрлăха та тÿссе ирттерме тивнĕ. Ачалăхĕ вăрçă, выçлăх çулĕсенче иртнĕ. Çак вăхăтсене вăл ялан чунпа хурланса, куççуль кăларса аса илет. Ара, ним лайăххи те курман Ольга Яковлевна ачалăхра. Тăраниччен çиеймен, выляйман. Пĕрмай ĕçлеме тивнĕ. Тĕрĕссипе, вăл çулсенче пур çынна йывăр лекнĕ.

– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан аттене те фронта илсе кайрĕç, – сăмах çăмхине сÿтме тытăнчĕ О.Агафонова. – Килте эпĕ, икĕ шăллăм, анне тата маçак юлтăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн пÿрт ишĕлсе анма пуçларĕ, кĕçĕн шăллăм вăхăтсăр куçне хупрĕ, маçак та выçлăх çулĕнче вилчĕ. Çиме пĕр татăк çăкăр та çукчĕ. Ыраш авăртса пăтă пĕçерсе çиеттĕмĕр. 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне анне вырăнне йывăç лартма çÿреттĕм, пĕр çăпала ыраш пăтти тутанассишĕн алла çурла тытрăм. Йывăр ĕçленипе, çимелли юр-вар çуккипе йĕркеллĕ аталанаймарăм. 2 класра чухнех пилĕксĕр пултăм.

Шăллăма та сăпка çинче сиктерсе вырттарман. Вăл та ирех ĕçе кÿлĕнчĕ, 5 класс пĕтерсенех конюха ĕçлеме кĕчĕ. Колхоз председателĕ ăна лайăх тимленĕшĕн велосипед парнеленĕччĕ. Çапла, темĕнле йывăр пулсан та анне шăллăмпа мана пăхса çитĕнтерчĕ, ура çине тăратрĕ. Шел, атте вăрçăра, Венгрие çитсен вилнĕ.

Тертлĕ пурнăçпа пурăннă Ольга Яковлевна. Ачаллах пилĕк авнă, çемье çавăрсан та алă усса ларман, хуçалăхра ĕçленĕ. Апла пулин те ĕç ветеранĕ ята тивĕçеймен. Паянхи кун та çакăншăн вăл питĕ пăшăрханать. "Юрать, патшалăх пăхать, кашни уйăхра пенсипе тивĕçтерет", – тет ватă.

Çакна та палăртмалла пулĕ, Ольга Яковлевна йывăр тапхăрта ÿснĕ пулин те, вĕренни çăкăр ыйтманнине аван ăнланнă. Çавăнпа та çине тăрсах Хватукассинчи шкулта 7 класс пĕтернĕ. Шкулта питĕ аван вĕреннĕ вăл, уйрăмах математика предмечĕпе лайăх ĕлкĕрсе пынă. Задачăсене туххăмрах шĕкелченĕ. Пĕрле вĕренекен юлташĕсене тĕрĕслев ĕçĕсенче задачăсем шутласа пани те чылай пулнă. Паянхи кун та ватă пуçне тĕрлĕ сканвордсемпе "ĕçлеттерет". Сăмахран, республикăра тухса тăракан "Çамрăксен хаçатне" унта пичетленекен сканвордсенчи ыйтусене тупас тĕллевпех çырăнса илет. Тĕп сăмахне те тупать. Районта тухса тăракан "Пирĕн пурнăç" хаçатпа вара тахçантанпах туслă. "Пирĕн пурнăç" – район хаçачĕ, çавăншăнах ăна çырăнмалла тесе вăл хăйĕн кÿршисене район тĕкĕрне çырăнса илме хĕтĕртет. Ялти библиотекăпа та тачă çыхăну тытать вăл. Унти чăваш кĕнекисем пурте унăн алли витĕр тухнă.

Укçи-тенки енчен хĕсĕкрех пулин те, ачисене май пур таран пулăшма тăрăшать. Сăмах май, вăл пĕр ывăлпа хĕре кун çути кăтартнă. Ывăлĕ Шупашкар хулинче тимлет, хĕрĕ – районти больницăра. Иккĕшĕ те амăшĕ пекех ĕçчен, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ.

Ватлăх кунĕсенче Ольга Яковлевна мăнукĕсене курса йăпанса пурăнать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика