Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕ, мĕншĕн эсĕ хурланан?

31 марта 2010 г.

Вăрçă хирĕнчен паттăр пулса таврăннисем халĕ вăтамран та 80 çултан иртнĕ. Паянхи куна илсен районта 81 салтак ветеран тата 982 тыл ĕçченĕ çеç Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне кĕтсе илес шанăçпа пурăнать. Нимĕн те тăваймăн, этемлĕх хальлĕхе вилĕме çĕнтерме пĕлеймест-ха. Çапах та ывăлĕ-хĕрĕсенчен телей куракансем аптрамаççĕ-ха, анчах ĕмĕре пĕчченлĕхре тата нушара ирттерекенсен шăпи вара шухăшлаттарать.

Вăрçăран чĕрĕ, сывă таврăннă ветерансен кун-çулĕ йĕркеллех-и? Тивĕçлĕ пулăшупа усă кураççĕ-и? Юбилей уявне мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме хатĕрленеççĕ? 1941-1945 çулсенче 18 çул тултарнă каччăсемпе вăй питти çынсем алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва тăшманран ирĕке кăларма хутшăннисем паян вăрçăн инваличĕсем шутланаççĕ. Вĕсем Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне хавхаланса кĕтеççĕ. Анчах шурă çÿçлĕ салтак ветерансене хурлантаракан пулăмсем нумай-ха. Вăрçă ветеранĕсене тивĕçлĕ пулăшу парса тăрассипе сахалтарах ĕçлетпĕр-çке. Нумай пулмасть Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче çивĕч калаçни асрах. Унта пухăннисем Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсене, салтак арăмĕсемпе тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен калаçрĕç, анчах çав вăхăтрах пирĕн ку енĕпе çитменлĕхсем чылаййи палăрчĕ. Тĕрĕс пăшăрханаççĕ района ертсе пыракансем. Çак тĕлĕшпе ĕçлесе пыракансем ку калаçу хыççăн тăрăшулăха ÿстереççех тесе шутлатăп.

Пурте пĕлетпĕр, юлашки çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксемпе тыл ĕçченĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшасси сисĕнмеллех вăйланчĕ: хулара е ялта пурăнакан фронтовиксенчен чылайăшĕ çĕнĕ хваттере куçрĕ (РФ Президенчĕн "Ветерансем валли – хваттер" программа малалла та ĕçлĕ), машинăллă пулчĕ, унчченхинчен ытларах пенси, пособи илме пуçларĕ тата ытти те. Çитĕнекен ăру паттăр салтаксене хуçалăхри ĕçсене тума пулăшни те вĕсене тимлĕх уйăрни çинчен калать. Ашшĕ-амăшĕн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕпе мăнаçланса ачисем ватăсене сума суса пурăнни кăмăла çĕклентерет. Çакăнта тĕслĕх вырăнне Атнарти С.С.Шорников ветеранăн кун-çулне илсе кăтартар. 90 çулти шурă çÿçлĕ салтак ветеран хăтлă кил-çуртра çемье ăшшине туйса телейлĕ пурăнать. Çав хушăрах ку тăрăхри А.Е.Чумаков ĕмĕре пĕчченлĕхре ирттерет. Ачисем пур темелле, хулара пурăнаççĕ, килсех тăраççĕ. Анчах вăрçă инвалидне куллен пулăшу кирлĕ-çке.

Юбилее хатĕрленсе Çĕнтерÿçĕсен социаллă ыйтăвĕсене лайăхлатас, вĕсен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕлĕшпе райадминистраци ĕçченĕсем вырăна тухса çÿренĕ чухне ватă салтаксемпе курнăçнă. Чăнах та, А.Чумаков ветеранăн пурнăçĕ çăмăл марри палăрнă. Ватă çын хăйне социаллă ĕçчен уйăрса пама ыйтнă. Тĕрĕсех пăшăрханать ветеран.

Вăл ватлăхра пĕччен макăрса ларма алла винтовка тытса Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе юн тăкнă-и; Çавăн пекех Питĕркассинчи В.Ф.Гавриловпа Пухтанкассинчи Г.С.Пудейкин ветерансен кил-çурчĕсем кивелсе çитнĕ. Апла пулсан Аслă Çĕнтерÿ кунне çĕрĕшнĕ пÿртре кĕтсе илекен ватă салтакăн кăмăлĕ мĕнле пуласси каламасăрах паллă. Çакăн пек социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан вăрçă паттăрĕсем ытти ялсенче те пурах-тăр. Мĕншĕн тесен, çÿлерех асăннă ларура пулма май килнĕрен, районта аслă ăру çыннисенчен хăшĕ кăçал çурт-йĕрлĕ пулма пултарнисене татса калаймарĕç, ветерансен сывлăхĕсем еплерех пулни çинчен те уçăмлатса пĕлтереймерĕç. Çакă районта вăрçă инваличĕсене тивĕçлĕ пулăшу парса тăрайманни çинчен калать мар-и; Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен вара шутлă кунсем çеç юлчĕç. Ун чухне пухăннисем пысăк уява кĕтсе илме хатĕрленессипе чылай ыйтăвăн хуравĕ çуккине шута илсе ватă салтаксемпе тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене ырă ĕçпе савăнтарассипе, кăмăлĕсене çĕклентерессипе тăрăшма, пĕр тăхтаса тăмасăр çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ вăрçă ветеранĕсен списокне тума тĕллев лартрĕç. «Шкулсенче ĕлĕкхилле «тимур командисем», хальхилле «волонтер юхăмĕсем» йĕркелесе ямалла. Юбилей умĕн ÿсекен ăрăва патриотла воспитани парассине вăйлатмалла», – терĕç ларура. Тĕрĕс йышăнусем. Ватăсен пăшăрханăвне сирес тĕлĕшпе лайăх мерăсем йышăнни савăнтарать. Кунта сăмах пани çеç сахал, ăна ĕçпе çирĕплетсен кăна хак пама пулĕ. Ку енĕпе тата шкулта вĕрентекенсен пуçаруллăрах, тимлĕрех пуласчĕ.

Пĕтĕмлетсе çапла калас килет. Пурне те чун витĕр кăларма хăнăхнă вăрçă ветеранĕсене кирек мĕнле кăлтăк та хумхантарать, пăшăрхантарать. Вĕсене чĕрисем тапнă чухне ватлăхри ырлăхпа савăнăç тивлетне туллин туйса пурăнма майсем туса памалла. Вĕсем халĕ пирĕншĕн "чĕрĕ экспонатсем" пекех. Фронтра тата тылра çирĕп тăрса хаяр тăшмана çĕнтерсе тухнă çынсен паттăрлăхне нихăçан та манар мар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика