Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсене савăнăç парнелеççĕ.

27 марта 2010 г.

Кашмашри Культура çурчĕ çумĕнче театр коллективне йĕркелени 14 çул çитрĕ. Çак тапхăрта спектакльсемпе хăш­-хăш яла, хăш-хăш района кăна çитмен-ши? Ялти артистсен пултаруллăхпа ăсталăх шайĕ ÿссе пыни те савăнтарать. Ахальтен мар ĕнтĕ театра 2005 çултак халăх коллективĕн ятне панă.

     Çавна та палăртса хăвармалла. Спектакльте вылякансен шучĕ 20 çынран та иртет. Ялан шутланса тăраканнисем 17 çын. Çитменнине коллектив кашни çулах çынсем умне çĕнĕ спектакльпе тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă иртнĕ çул  Н.Сидоровăн «Хусах Ваççа авланать» пьеси тăрăх хатĕрленĕ спектакльпе çынсене савăнтарнă. Кăçал вара Кашмашсем  Н.Угаринăн «Çăлтăрсем вăййа тухсан» пьесине сцена çине кăларма кăмăл турĕç.

      Каларăмăр ĕнтĕ, коллектив район тăрăх кăна çÿреместь. Кашмашри халăх театрĕн ушкăнне ытти районсенче те хапăл туса йышăнаççĕ. Акă нумай пулмасть вĕсем хăйсен спектаклĕпе Етĕрне районĕнче пулчĕç.

      Рольсене ăста та çынсене çывăх, ĕнентерÿллĕ выляма ял артисчĕсене пултаруллăх шайĕ пысăк пулни те май парать. Чылайăшĕ вĕсенчен пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ сцена çинче хăйĕн пултаруллăхĕпе ял çыннисене савăнтарать. Кунта чи малтанах Тамара Леонидовна Цвыгана, Галина Павловнапа Николай Алексеевич Ершовсене, Елена Алексеевна Тихонована, Петр Вячеславович Борзаева, Виталий Варфоломеевич Александрова, Наталия Михайловна Ерзукована, ĕç ветеранне Вячеслав Федорович Широкова тата ыттисене ырă енчен асăнмалла. Тĕрĕссипе  вĕсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ театр.

      Паллă ĕнтĕ , хальхи вăхăтра вырăнсене спектакльпе тухса çÿреме те майĕсем сахалрах. Пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Апла пулин те Кашмашри халăх театрĕн коллективĕ малашне те пире хăйĕн пултаруллăхĕпе савăнтарĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика