Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекене асăнса

31 марта 2010 г.

Мартăн 28-мĕшĕнче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче Госман Гумерович Гибатдинов сăнарне аса илсе унăн вĕренекенĕсем, тус-тăванĕсем волейбол турнирĕ йĕркелерĕç. Унăн пурнăçĕ 2000 çулта пушарта татăлнă. Çак ăмăрту кăçал тăваттăмĕш хут пулчĕ.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин, Тукай Мишер вăтам шкулĕн директорĕ Э.Багаутдинова, Шăнкăртамри Медресе ректорĕ М.Ямалетдинов тата ыттисем те чĕрере ырă ят хăварнă педагога аса илсе ăшă сăмахсем каларĕç. Меро-приятие хутшăнакан спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Ăмăртăва волейболистсен 6 команди хутшăнчĕ: Шурут, Комсомольски, Урмаелпе Тукай Мишерĕнчен — 2-шер.

Хĕрÿ тупăшура комсомольскисем (команда капитанĕ Рафаил Фасхутдинов) пĕрремĕш, тукаймишерсем (капитанĕ — Рустем Гареев) иккĕмĕш, шурутсем (капитанĕ Алексей Краснов) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. «Чи лайăх тапăнса вылякан» — Рустем Зайнуллин, «Чи çамрăк волейболист» ята Динар Мавлютовпа Петр Бурмаков тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те кубоксем, Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

Физкультура учителĕ Наиль Зарипов Тукай Мишер ялĕнчи обществăлла совет председательне Рафис Айсына турнира йĕркелеме спонсорла пулăшу панăшăн тав турĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика