Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăр тăрăхĕнчи шахматçăсен фестивалĕнче

17 марта 2010 г.

Сăр тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Çавăнпах фестивалĕн ятне те "Сăр тăрăхĕ – шахматçăсен çăтмахĕ" тесе панă. Фестиваль тăваттăмĕш хут иртрĕ. 2007 çулта турнира Аркадий Федорович Туйманов йĕркеленĕ, шахмата юратакан çамрăксене пĕр-пĕринпе явăçтарас тесе Чулхула облаçĕнчи, республикăри тĕрлĕ районсенчи яшсемпе хĕр упраçсем хушшинче пĕрремĕш ăмăрту иртнĕ. Калас пулать, А.Туйманов тренер Атнар, Çĕн Атикассипе Шулю шкулĕсенчи вĕренекенсене шахмат вăййине юратма, пултарулăха аталантарма хавхалантарать.

Кăçал вара фестиваль мартăн 13-мĕшĕнче Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Фестивале Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă. Ăмăртăва 100 çынна яхăн пуçтарăннă: Чулхула облаçĕнчи, Çĕмĕрле хулинчи, Элĕкпе Вăрнар районĕсенчи, районти Атнар, Шулю, Çĕн Атикасси, Хĕрлĕ Чутай шкулĕсенчи ачасем.

Малтанах çулĕсене кура шкул ачисене пилĕк ушкăна уйăрнă.

Ăмăртури шутлав ĕçне çĕнĕлле швед программипе йĕркелерĕç, шахматçăсем компьютерпа проектор урлă тÿрех хăйсем çĕнсе илнĕ вырăнсемпе паллашма пултарчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Кубокне парса чысларĕç, унсăр пуçне медальсемпе тата грамотăсемпе наградăларĕç.

Фестиваль Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов тăрăшнипе пысăк шайра та интереслĕ иртрĕ. Александр Николаевич çĕнĕлĕхе кăмăллать, вĕсене пурнăçа кĕртес тесе вăй-халне шеллемест, кашни çын валлиех ăшă сăмах тупать, тимлĕх уйăрать.

Пирĕн ачасем Чулхула облаçĕнчисемпе ăмăртăва хутшăнни, хăйсен вăйĕсене танлаштарса пăхни малашлăхшăн питĕ хавхалантаракан пулăм. Сăр тăрăхĕ шахмат вăййине юратакансене хапăл тунине, вĕсен туслăхĕ татах та çирĕпленсе пырассине шанас килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика