ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккея кăмăллаççĕ

17 марта 2010 г.

Нĕркеçре çулталăкне икĕ турнир йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ăна Совет Союзĕн Геройне Г.Н.Чернова тата шашка вăййин мастерне П.Ф.Гладкова халаллаççĕ. Кăçал тата хоккей турнирне пуçласа ирттерчĕç, ăна В.П.Воронов ячĕпе йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Вăл — Нĕркеçпе Янкасси ялĕсенче хоккей вăййине пуçарса яракансенчен пĕри. В.П.Воронова тата унăн юлташĕсен командине районта пĕлмен çын пулман.

Турнирăн тĕп тĕллевĕ — хоккей вăййине çамрăксем хушшинче сарасси. Ăна нумаях пулмасть ирттертĕмĕр. Çак кун вăйă площадкине ял çыннисем те, вĕренекенсем те, учительсем те чылайăн пухăнчĕç. Уява Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов уçрĕç. Пухăннисене «Единая Россия» партин районти представителĕ, парти членĕ В.Гаврилов саламларĕ. Вăл хоккей вăййин 64 çула кайнă ветеранне, ЧР тава тивĕçлĕ учительне, Нĕркеç вăтам шкулĕн физрукне А.Волкова спорта аталантарассишĕн нумай тăрăшнăшăн парне парса хавхалантарчĕ.

Кăçалхи ăмăртăва 3 команда çеç хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕ çулсеренех ÿссе пырасса шанас килет. Вăйă площадкине чи малтанах ветерансемпе шкул ачисем тухрĕç. Хĕрÿ тупăшура аслисем ачасене 7:4 шутпа парăнтарчĕç. Ялти çамрăксем те хутшăнчĕç тупăшăва. Вĕсем ветерансене 2:1 шутпа çĕнтерчĕç.

В.П.Воронов ячĕллĕ хоккей турнирĕ малашне кашни çулах иртессе шанас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика