Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Условник» операци

13 марта 2010 г.

ЧР шалти ĕçсен пайĕсен тата уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекцисен çыхăнăвне çирĕплетес, çул çитмен çамрăксем тепĕр хут йĕркене пăсассине сирсе ярас тĕллевпе февралĕн 10-20-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Условник" операци иртрĕ. Унпа килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекципе пĕрле ирĕкрен хăтарман айăплав тĕлĕшпе айăпланнă çынсене тĕрĕслессипе рейдсем йĕркеленĕ. Палăртмалла, çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенинче кун пек 1 çамрăка профилактика учетне илнĕ. Ăна район сучĕн йышăнăвĕпе условнăй майпа айăпланă. Çул çитмен çак çамрăк Анат Çĕрпÿкасси ялĕнче пурăнать, Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕ шутланать. Хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăк тепĕр хут йĕркене пăснине тупса палăртман. Çакă çамрăк хăйĕн айăпне ăнланса илсе тÿрленÿ çулĕ çине тăнине шанма май парать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика