Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар саккунне пăснă

13 марта 2010 г.

Район прокуратури сунар сферинчи саккуна пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, ку енĕпе çитменлĕхсене тупнă. Кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнче Атнар ялĕнчи В.Чумаковпа С.Мадебейкин йĕлтĕр сырса Атнар лестничествин 52 " кварталĕнче вырнаçнă утара тĕрĕслеме кайнă. Утартан инçех мар мăйкăча лекнĕ хир сыснин çурине курнă. Вĕсем пуртă тăршшипе ăна вĕлернĕ, вăрмана шалалла илсе кĕртсе тушкине сÿсе тирпейленĕ. Ашне пайласа илнĕ, пуçне, тирне тата шалти ăш-чиккине пĕр çĕре пухса юрпа хупласа хунă. Çакă йĕркене пăснине пĕлтерет. Айăплисем уголовнăй е административлă явап тытаççĕ. Чĕр чун тĕнчинчи объектсене тата вĕсем пурăнакан вырăнсене усă курассине йĕркелессипе тата сыхлассипе ĕçлекен ЧР патшалăх служби панă справкăпа килĕшÿллĕн, çÿлерех асăннă фактпа тăкак виçи 3000 тенкĕпе танлашать.

Çапла майпа, тăкак кÿнишĕн уголовнăй мар, административлă явап кĕтет. Район прокуратури асăннă çынсем тĕлĕшпе административлă право йĕркине пăсни çинчен ĕç пуçарнă. Çавăн пекех 3000 тенкĕ чухлĕ тăкак кÿнине саплаштарма ыйтса суда тавăç хучĕ тăратнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика