Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Свобода" колхозра – отчетлă пуху

10 марта 2010 г.

Нумай пулмасть "Свобода" колхозра отчетлă пуху иртрĕ. Чи малтанах колхоз председателĕ В.Ф.Бромбин 2009 çула пĕтĕмлетсе доклад туса пачĕ. Палăртмалла, анатçĕрпÿкассисен мĕнпе мухтанмалли пурах. Колхоз ура çинче çирĕп тăраканнисен йышĕнче. Иртнĕ çул хуçалăх вăйлă тыр-пул пухса кĕртнĕ, кĕрхи культурăсен тухăçĕ кашни гектартан 41 центнерпа танлашнă. Сĕт сăвассипе те колхоз районта малта пырать. Кунти А.Ивановапа Е.Максимова дояркăсем иртнĕ çулта кашни ĕнерен 5 пин килограмм ытла сĕт сунă. Куратпăр ĕнтĕ, В.Ф.Бромбин хуçалăха аталану çулĕпе тĕрĕс ертсе пынăранах кăтартусем çултан-çул лайăхланса пыраççĕ. Çавăнпа колхоз ĕçченĕсем унăн ĕçне тивĕçлĕ хак парса малашне те "Свобода" колхоза ертсе пыма ăнах шанас тесе йышăнчĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика