Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок Курнавăшсенче

10 марта 2010 г.

     Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă культурăпа спорт фестивалĕ районта вун пĕрмĕш хут иртрĕ. Хальхинче ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен çирĕп вăй-халлă, çепĕç чунлă та маттур хĕрарăмсене "Улăп" спорт керменĕ пуçтарчĕ. Районти 9 ял тăрăхĕн, райбольницăн, Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн тата культработниксен пĕрлештернĕ командисем вăй виçрĕç уявра. Пĕр кунта 700 яхăн çын пухăнни пулманччĕ-ха спорт комплексне. Фестивале уçса командăсемпе хăнасене, курма килнисене район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Е.Михайлова, райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова саламларĕç. Уяв савăнăçлă самантпа уçăлни хăйне евĕр илемлĕх кỹчĕ. Г.Николаева, А.Головина, О.Рахмуллина "Амăшĕн капиталĕн" сертификатне илчĕç. Çемье савăнăçне пĕрле пайлама маттур мăшăрсем тĕпренчĕкĕсене те илсе килнĕ. Амăшĕсен телейĕ иксĕлми, çапла мĕн ĕмĕр вĕçлениччен тăсăлтăр вăл. Командăсем хăйсемпе паллаштарнă хыççăн тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçрĕç. 10 сехетрен пуçласа каçхине 18 сехет иртиччен кĕрлесе тăчĕ "Улăп" спорт керменĕ. Волейбол командисем йышлă пулнăран спорт фестивальне вĕçлекенсем те вĕсемех пулчĕç. Хĕрỹ пычĕ волейболистсем хушшинче тупăшу. Çапах та чи маттуррисем _ Елчĕксем. Командăна паян та çамрăксенчен кая юлман З.Васильева ертсе пырать. Т.Лапшина, М.Чернова, А.Григорьева, Г.Каринкина, Т.Петрова волейболисткăсем пултарулăхĕ пысăккине çирĕплетрĕç. Ик-кĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем пайларĕç. Аслă Пăла Тимешсемпе районти тĕп больницăн волейболисткисен ăсталăхĕ çулсерен ỹссе пыни куç кĕрет. Кăçал спорт фестивалĕн тупăшăвĕнче çĕнĕлĕх _ шывра ишесси пулчĕ. 40 çула çитичченхисен хушшинче чи пултарулли _ В.Ертмакова (Курнавăш), И.Никонова (Елчĕк) _ иккĕмĕш, М.Скворцова (Кĕçĕн Таяпа) _ виççĕмĕш вырăнсенче. 40 çултан иртнĕ "шыв пуллисенчен" чи маттурри _ Р.Парферьева (культура). 25 метра чи малтан ишсе тухрĕ вăл. Унтан кăштах каярах юлнисем _ Л.Егорова (Елчĕк), В.Архилина (Аслă Елчĕк). Командăсем эстафетăра ишнине курса ларма кăмăллă пулчĕ. Чи хастаррисем _ Елчĕксем. Тăрăмсемпе Курнавăшсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Юлашки çулсенче район пикисем алă вăйне виçессипе чапа тухнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Ку енĕпе пирĕн республика чемпионĕсем те сахал мар. Акă, Р.Никитинăнах (Елчĕк) илер. Вăл 65 кг ытларах виçере çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Р.Севастьянова (Курнавăш) фестивале пуçласа хутшăнать пулсан та маххă памарĕ, иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Н.Митрофанова (Тăрăм) виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. 65 кг çитичченхи виçере тупăшнă Е.Портновăна (Аслă Пăла Тимеш) çитекенни пулмарĕ. Елена Ярославлева (хĕр чухнехи хушамачĕ) шкулта вĕреннĕ чухнех алă вăйĕ виçессипе район, республика чемпионĕн ячĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ. А.Николаева (Лаш Таяпа), А.Павлова (Аслă Таяпа) фестивале кашни çулах хутшăнаççĕ, призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Елчĕкри шкул умĕнче йĕлтĕрпе чупакансем те йышлăн. Тĕрлĕ ỹсĕмри хĕрарăмсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Çапах та Курнавăш ял тăрăхĕн команди йĕлтĕр çине çирĕппĕн тăни курăнчĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Районти тĕп больницăн спортсменкисем иккĕмĕш тухрĕç. Виççĕмĕш вырăнта _ Аслă Елчĕксем. Канат туртакансене урамра аванах шăнса тăма тиврĕ пулсан та каярахпа тар тухиччен тупăшрĕç. Курнавăш хĕрарăмĕсем вăйлăрах та çивĕчрех пулчĕç, Елчĕксене çăмăлпа мар пулин те, парăнтарчĕç. Аслă Таяпасем те темиçе командăна çĕнтерсе виççĕмĕш приза илчĕç. Программăпа килĕшỹллĕн, командăсен художество пултарулăхĕпе пĕр номер кăтарт-маллаччĕ. Жюри Аслă Çĕнтерỹ уявĕ 65 çул çитнине халалланă юрă-ташă конкурсĕнче ял халăхне ытларах хутшăнтарнине çирĕп тишкерчĕ. Курнавăшсем "Ода матери" композици кăтартрĕç. Чермаковсен çемйинчен 7 ывăлĕ хаяр вăрçа хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ яла таврăнман. Ялти мухтавлă ывăлсене халалланă представленине чун ыратăвĕсĕр курса лараймастăн. Ĕлĕкхи пурнăç куç умне тухса тăчĕ. Вĕсем, паллах, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Районти тĕп больницăн "Чунпа ватăлмаççĕ ветерансем" композицийĕ те куракансен кăмăлне кайрĕ. Культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ команди конкурсра виççĕмĕш пулчĕ. Калас пулать, Лаш Таяпари, Аслă Таяпари, Кĕçĕн Таяпари, Аслă Ел-чĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем те куракансене хăйсен юрри-ташшипе тыткăна илчĕç. Уйрăммăн РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕнчи хĕрарăмсене (ертỹçи З.Яковлева) ăшă сăмах каламасăр иртес килмест. Вĕсен ятарлă тумĕ пурне те килĕшрĕ. Коллектив кашни ăмăртăва хутшăнма мехел çитерчĕ, Зинаида Анатольевна та командăшăн тăрăшса бассейнра пулă пек ишрĕ. Пысăк хисепе тивĕçлĕ илĕртỹллĕ те ăшă кăмăллă пикесем. Çĕнтерỹçĕ-командăсем, уйрăм çынсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Районти хĕрарăмсен канашĕ культурăпа спорт фестивалĕ ирттерме пулăшнă спонсорсене _ Ел-чĕкри "Ритуал" предприятин директорне Л.Григорьева, Елчĕкри пасар директорне А.Михайловские, БТИ директорне А.Теллина, "Единая Россия" партин Чăваш Енри ĕçтăвкомне, Елчĕкри çăкăр завочĕн директорне А.Филиппова, "ЭлектроНикС" салон ертỹçине Г.Никифоровăна чун-чĕререн тав тăвать. Çавăн пекех "Улăп" спорт комплексĕн тренерĕсем, ăмăртусен судйисем уявра пулăшу аллине тăснăшăн пысăк хисепе тивĕçлĕ. Районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕ çулран-çул хăйĕн йышне ỹстерет. Хĕрарăмсем черчен те сăпайлă ача амăшĕ, хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем, юратнă мăшăрсем çеç мар, спортра та маххă паманскерсем, малтан мала ăнтăлакансем. Районта хĕрарăмсен фестивалĕ ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ пулсан, мĕншĕн районти ар-çынсен культурăпа спорт фестивальне йĕркелес мар? Ан тив, арçынсем те хăйсен вăйне, пултарулăхне халăх умĕнче кăтартчăр. Пĕтĕм тупăшу хыççăн çакă паллă пулчĕ: фестивалĕн куçса çỹрекен кубокне Курнавăшсем çĕнсе илчĕç. Пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ команда _ Елчĕксем _ иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшсем _ Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи пикесем. Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика