Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче

06 марта 2010 г.

Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ĕçлĕ визитпа пулнине пĕлтернĕччĕ. Çавăн пекех ЧР Президенчĕ "Коминтерн" СХПКан сысна ферминче пулнине те палăртнăччĕ.

"Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативне 1995 çултанпа ĕнтĕ Альбина Борисовна Новикова ертсе пырать. 15 çул хушшинче кооперативра чылай улшăну пулса иртрĕ, чылай çĕнĕлĕх... Сысна ферминче курмалли, вĕренмелли чылай. Кунта хальхи пурнăç ыйтакан çĕнĕ мелпе ĕçлеççĕ. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров палăртнă тăрăх, Альбина Борисовна Новикова пулнипе, вăл ĕçе тÿрĕ кăмăлпа та пĕлсе пурнăçланипе кооператив çулран- çул аталанса пырать. Альбина Борисовна пек ертÿçĕсем районта сахалтан та виççĕн-тăваттăн пулсан район вăйлисен шутĕнче пулмалла тесе те палăртрĕ тĕл пулура республика ертÿçи. Çавăн пекех Николай Васильевич ертÿçĕсемпе ирттернĕ канашлура вĕсене А.Новиковаран ĕçлеме вĕренме те сĕнчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн çакна калас килет: паянхи кун Альбина Борисовна Новикова районти хĕрарăмсен хушшинче чи пĕрремĕшĕ тесен те йăнăш пулмĕ – вăл районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ – ку вара хĕрарăмшăн çăмăл ĕç мар. Кризис тапхăрĕ тетпĕр пулин те А.Новикова "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативне, районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, аталану çулĕпе чи малта «уттарать». Альбина Борисовна 2000 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă, иртнĕ çулта та ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров республикăри Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Дипломпа наградăланă. Çавăн пекех, каламалла, Альбина Борисовна анне те, мăшăр та (шел те, йывăр тăпри çăмăл пултăр, иртнĕ çул унăн мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ).

Хĕрарăма вара пĕр вăхăтрах лайăх, ăслă, йĕркеллĕ, ĕçчен, пултаруллă пулма, арçынсенчен кая мар, хăш-пĕр чухне ăнăçлăрах ĕçлеме, ача çуратса тивĕçлĕ воспитани пама, кил-çурта тирпейлĕ тытма çăмăл мар. Çапах та хĕрарăм йывăрлăха парăнмасть, çĕнтерет, пурнăçа тивĕçлĕ ирттерес тесе тăрăшать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика