Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял савăнăçĕ

04 марта 2010 г.

 

 

 

ВАСАНТИ кивелсе çитнĕ Культура çуртне куçарса кайсан, ял варри пушанса юлнăччĕ. Вăрçăра вилнисене чысласа лартнă палăк та тăлăххăн курăннăн туйăнатчĕ. Мĕн тумалла ку вырăнта? Çак ыйту пĕрре те канăç паман Васанта çуралса ỹснĕ Эдуард Смаева. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнăскер, Чечняра пуçне хунă юратнă юлташне, Владислав Митрофанова асăнса хоккей площадки тума шутлать. Ку шухăш ял поселенийĕн пуçлăхне те килĕшнĕ. Район пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев та ку сĕнĕве ырласа йышăннă. Часах материалсем кỹме пуçларĕç. Ялта пурăнакан Валерий Егоров лесник йỹнерех хакпа тракторпа хăма кỹрсе пăрахтарчĕ. Николай Митрофанов фермер вăрăм та хулăн каштасем тиесе килчĕ. Тимĕр юпасене Э.Смаев малтанах туянса хунăччĕ. Малтанах Эдуард Геннадьевич Çĕнĕ Шупашкарти тус-юлташĕсене чĕнсе илчĕ. Вĕсем пурте _ Васансем. Николай Казаков _ Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш шкулта ĕçлекен физкультура учителĕ, Андрей Терентьев _ заводри цех пуçлăхĕ, Виталий Смаев _ Васанти вăтам шкулти физкультура учителĕ пĕрле ларса хоккей площадкин планне турĕç. Пуçланчĕ вара ял варринче хĕрỹ ĕç. Александр Кузьмин фермер хăйĕн бульдозерĕпе хоккей "кăшăлĕ" тумалли вырăна хытарса яп-яка туса тухрĕ. Владимир Смаев, ялти ăста платник, хăмасене циркуляр пăчки витĕр кăларчĕ. Ăна ку ĕçре Радимирпа Сергей Егоровсем пулăшса пычĕç. Тепĕр кунне хăйсем те циркуляркăпа ĕçлерĕç, хăмасене яп-яка саваласа-касса пычĕç. Васан ял çамрăкĕсем шăмат кунпа вырсарни кун нимене нумайăн пухăнчĕç. Эдуард Смаев çамрăксене ĕçе явăçтарма лайăх пĕлет. Камăн мĕн тумаллине малтанах палăртса хунă. Ушкăнăн-ушкăнăн пайланса ĕçлени ĕç тухăçлăхне чылай ỹстерет иккен. Федор Смаев, Василий Смаев, Николай Тимофеев, Вячеслав Смаев кĕске вăхăтрах юпа шăтăкĕсене чавса лартсах пычĕç. Андрей Терентьев, Сергей Филиппов сварка ĕçне питĕ ăста пĕлни курăнчĕ. Юпа хăлхисем тăн-тăн та хитре пулса тухрĕç. Каштасене шкул ачисем тирпейлĕн пуртăпа шуратса пычĕç. Васан çамрăкĕсенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Мĕнле шỹтлесе-кулса туслăн ĕçлеççĕ вĕсем! Часах тепĕр ушкăн шуратса якатнă каштасене юпа хăлхисем çине болтсемпе çирĕплетсе пычĕ, Эдуардпа Виталий Смаевсем ĕçе лайăх йĕркелесе пыни куç умĕнчех. Ĕçлекенсене май килнĕ таран вĕри апатпа та тивĕçтерчĕç. Апатне Эдуардăн амăшĕ Роза Георгиевна пĕçерсе тăчĕ. Иккĕмĕш эрнен канмалли кунĕнче те ĕç кал-кал пычĕ. Халĕ хоккей "кăшкарне" тума тытăнчĕç. А.Терентьев, В.Смаев, В.В.Смаев касса хунă хăмасене каштасем çумне саморезпа çирĕплетсе пычĕç. Çапла, икĕ эрне хушшинче, канмалли кунсенче хоккей площадкине туса та пĕтерчĕç. Тепĕр куннех Александр Кузьмин фермер тата Евгений Куропаткин машинăпа хăйăр турттарса килчĕç. Андрей Егоров бульдозерпа хăйăра сапаласа-хытарса пычĕ, хальхи вăхăтра та кирлĕ чухне пысăк пулăшу парать. Эдуард Смаев юр лариччен кăшт маларах хуларан килнĕ студентсене нимене чĕнчĕ. Хоккей "кăшăлне" икĕ енчен те шурă сăрăпа сăрласа та тухрĕç. Тăррине вара кăвак сăрăпа тỹрĕ йĕр туртса илемлетсе пычĕç. Ку ĕçре Игорь Поляков, Александр Поляков, Вячеслав Смаев, Юрий Гордеев, Александр Тимофеев, Сергей Егоров пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Каток тума Чечня вăрçине хутшăннă Борис Смаев тăрăшрĕ. "Исток" предприяти директорĕпе Юрий Артемьевич Старшовпа трактор пирки калаçса татăлчĕ. Сергей Ельцов, Андрей Ильин Васанта каток тума шкул башнинчен тракторпа шыв турттарса тăчĕç. Александр Лукьянов фермер та чăтса тăраймарĕ. Виçĕ кун хăйĕн тракторĕпе шыв турттарчĕ. Вĕсене виççĕшне те тав сăмахĕ каламалла. Халĕ пăр çап-çутă та тап-таса. Шкул ачисем, çамрăксем тĕттĕм пуличченех конькипе савăнса ярăнаççĕ. Шкул çулне çитмен пĕчĕк ачасем те коньки сырса тухни чуна çĕклет. Площадкăн пĕр енче икĕ юпа тăррине лартнă электричество çути пурри питĕ меллĕ. Хоккей площадки таçтанах илĕртỹллĕ курăнса ларать. Çапла, сывă пурнăç йĕркине ялти çамрăксем çирĕп тытса пыраççĕ. Хоккей командисем йĕркелеççĕ. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса ăмăртаççĕ. "Хоккей площадки _ чăннипех те ял савăнăçĕ, ăна тăвакансене ырлăх-сывлăх сунатпăр", _ теççĕ васансем çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа.

 

 

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика