Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тумĕ тăхăнса тухрăмăр халь уява

20 февраля 2010 г.

Ял тăрăхĕсенче авалхи йăла-йĕркесене сыхласа хăварассипе тăрăшни сисĕнет. Çакна вĕсем ĕçпе çирĕплетеççĕ, уявсенче кăтартаççĕ.

Акă, атнарсем кăçал Çăварние чаплă уявларĕç. Ватти-вĕтти те чăваш тумĕсене уява тăхăнса килнĕ. Çăварни йĕркине пăхăнса тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ, вĕри чейĕ, çуллă икерчи те туллиех пулчĕ. Шкул ачисем хăйсен сценарийĕсем тăрăх Çуркуннене мухтаса, Çăварние ырласа сăвăсем каларĕç, юрă шăрантарчĕç. Унтах ача-пăча тăвайккинчен ярăнчĕ. Капăр çÿçеллĕ тутăр çыхнă çамрăк хĕрсемпе каччăсем вăйă карти йĕркелерĕç. Таврара купăс сасси, илемлĕ юрă-кĕвĕ янăраса çеç тăчĕ. Чун каниччен ăшă икерчĕ çинĕ, ташă-юрăпа савăннă хыççăн чăваш çамрăкĕсем капăрлатнă лавсем çине ларса ял йĕри-тавра катаччи чупрĕç, ăмăртмалла юрă шăрантарчĕç. Çакна курма тухнă ватăсем ĕлĕкхи йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе янишĕн чунтанах хĕпĕртерĕç.

Пантьăксем те аваллăхсăр малашлăх çуккине аван туйса ĕçлеççĕ. Çăварние килти лашасене кÿлсе, капăр тумлă хĕрсене лартса тухнă. Лавсем çинче юмахри сăнарсене те курма пулчĕ. Акă, модельлĕ библиотека ĕçченĕ М.Коробков шуйттан тумĕпе килсе çитнĕ. Ача-пăчана çунашкапа ярăнтарчĕ, ял халăхне Çăварнире чун каниччен савăнмаллине, икерчĕпе сăйланмаллине аса илтерсех тăчĕ, хăй те халăхпа пĕрле выляса кулчĕ.

Пĕтĕмлетсе çапла каламалла. Асаттесемпе асаннесен тапхăрĕнчи йăла-йĕркесем манăçса пыраççĕ тетпĕр те, анчах ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем ырă йĕркесене тытса пырассишĕн чунтанах тăрăшаççĕ. Çавăнпах кăçалхи Çăварни те нихăçанхинчен хаваслăрах, шавлăрах иртрĕ. Ĕлĕкренех Çăварни эрнине интереслĕ те савăнăçлă ирттерекенсене çулталăкĕпех ăнĕ тенĕ. Çапла пултăрччĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика