Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухрĕç

20 февраля 2010 г.

 Февралĕн 14-мĕшĕнче, Александровка тĕп шкулне вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» уява пуçтарăнчĕç. Ăна физкультура учителĕ Т.И.Волкова йĕркелесе пычĕ. Вăл шкул хыçĕнчи лапамра пуçтарăннă 75 спортсмена уяв ячĕпе саламларĕ, ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.

Чăн малтанах йĕлтĕр йĕрĕ çине кĕçĕн классенче вĕренекенсем тăчĕç. Арçын ачасенчен 3-мĕш класра вĕренекен Александр Ананьев, хĕр ачасенчен 2-мĕш класра вĕренекен Анастасия Миговорова пуринчен малтан финиша çитрĕç.

«Пĕчĕккисем» хыççăн аслă классенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем старта тухрĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Игорь Ефремова тата 9-мĕш класри Маша Кошкинăна çитекенни пулмарĕ.

Юлашкинчен вĕрентекенсем те старта тăчĕç. Хальхинче М.Н.Алексеева тата Л.М.Антонова чи пултаруллисем пулчĕç. Çавăн пекех Л.И.Зайцева, С.В.Антонов, М.Н.Шишкина, Н.М.Шишкин, В.В.Воронов тата Т.И.Волкова пысăк ăсталăх кăтартрĕç.

Татьяна Ивановна çĕнтерÿçĕсене пурне те ăшшăн саламларĕ, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăвăн ятарлă парнипе чысларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика