Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кукăр алăллисене» тупса палăртнă

03 февраля 2010 г.

Çук пурнăç вăрçтарать тетпĕр те, çак сăлтавах вăрлама хистет пулас. Акă, иртнĕ çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче "Путь Ильича" хуçалăх ертÿçи уй-хиртен тăватă утă тĕркемĕ "ураланнине" асăрханă. Çийĕнчех шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем преступлени йĕрĕпе айăплине тупса палăртнă. Хура ĕçе Туктамăш çынни тунă иккен. Сăлтавне хĕрарăм выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă кирлĕ пулнипе ăнлантарнă. Халĕ унăн хуçалăха 2000 тенкĕлĕх шар кăтартнăшăн саккун умĕнче явап тытма тивет.

2009 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Трапайри О. çак ялти пĕр хĕрарăмăн кил картишĕнче тăракан велосипеда куç хывнă. Шутланă, тунă. Арçын 2000 тенкĕ тăракан икĕ урапаллă техника çине ларса ялтан тухнă. Ĕç ăннăран-тăр, вăл автобус чарăнăвĕнче канса тăнă. Шăпах çав вăхăтра ГИБДД ĕçченĕсем "Шырав" ушкăнпа çулпа пынă. Шиклĕ çын, çакна кĕтменскер, тарма пикеннĕ. Пакунлисенчен инçе каяйман çав, лекнĕ.

Преступлени тĕлĕшпе пухса хатĕрленĕ материала прокурор аллине панă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика