Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшнине кура - ÿсĕмĕ

13 января 2010 г.

«Коминтерн» производство кооперативĕ пур енĕпе те малта пыракан хуçалăх шутланать. 2009 çула та кунти ĕçченсем лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Акă, дояркăсем çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 4379 килограмм сĕт суса илнĕ. Пĕтĕмĕшле сĕт туса илессине пĕлтĕрхинчен 40 тонна та 500 килограмм таран ÿстернĕ. Кунта, паллах, фермăсенче сĕт сăвассине çĕнĕ технологипе йĕркелени, паха апат хатĕрлени пысăк витĕм кÿнĕ. Çавăн пекех атнарсем пĕлтĕр ĕнесен йышне 120 пуç таран ÿстернине асăнмалла.

Иртнĕ çул кооператив 498 тонна аш-какай хатĕрленĕ. Ку малтанхи çулхинчен 137 тонна ытларах. Кунти пĕр сысна комплексĕ çеç 368 тонна аш панă.

Зооветспециалистсем ăратлăха лайăхлатассипе аван ĕçленине палăртмалла. Вĕсем тăрăшнипе иртнĕ çул ăратлă сысна аçисем, ĕнесем чылай туяннă. Выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе аван ĕçленĕренех ĕнесенчен пăру илесси чылай ÿснĕ – виçĕм çулхинчен 101 пăру ытларах илнĕ.

«Коминтерн» ЯХПКн ферма ĕçченĕсен ĕç условийĕсем лайăхланнăранах ĕç тухăçлăхĕ самаях ÿсни куç умĕнче. Кунти самăртма хупнă выльăхсем те талăкра 806 грамм ÿт хушаççĕ, сыснасем – 516 грамм. Аран аталанакан хуçалăхсенчи пăрусем вара 300 грама яхăн çеç ÿт хушаяççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика