Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе саламланă

13 января 2010 г.

Кăçал Çĕнĕ çул уявĕнчи кану тапхăрĕ вунă куна тăсăлчĕ. Çавна май çынсене канма та, Çуралнă кунĕсене паллă тума та майсем пулчĕç.

Атнар тăрăхĕнче пурăнакансенчен январь уйăхĕнчи уяв кунĕсенче сахал çуралнă. Тигр çулĕнче январĕн пĕрремĕшĕнче Трапай ялĕнчи Вера Храмова 55 çулхи юбилейне паллă тунă, Мария Игушкина – 75, январĕн иккĕмĕшĕнче Елена Башкировапа Елена Лобанова – 70, январĕн виççĕмĕшĕнче Михаил Яндуткин – 75, Березовкăри Тамара Ярлова – 80, январĕн пиллĕкмĕшĕнче Сорăмри Василий Кондратьев – 80, январĕн çиччĕмĕшĕнче Туканашри Григорий Михеев – 65 çулхи юбилейне. Асăннă юбилярсене Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов саламланă, нумай çул пурăнма сунса парнепе чысланă.

Район хаçачĕн редакцийĕ те вĕсене хаçатпа малалла та пĕрле пулма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей, ăнăçу сунать

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика