Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе çухатас марччĕ

12 декабря 2009 г.

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх теми Раççейре те, республика шайĕнче те чи анлă сарăлнă темăсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çул-йĕр правилисене пĕлменнипе, пăхăнманнипе, тимсĕрлĕхпе мĕн чухлĕ авари пулать, нумай çын пурнăçĕ татăлать. Йĕркене пăснă водительсем те, çуран çÿрекенсем хăйсен айăпĕпе те инкеке лекнĕ тĕслĕхсем нумай.

Ачасем çул çинче асăрханусăр пулни шиклентерет те, шухăшлаттарать те. Çавăнпа та вĕсемпе тĕрлĕрен калаçусем, викторинăсем, конкурссем йĕркелемелле. Ку енĕпе ГИБДД ĕçченĕсен çеç мар, вĕрентекенсен те тăрăшулăх кăтартмалла.

Акă, иртнĕ кунсенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕпе В.А.Кондратьевпа тĕл пулу ирттерчĕç.

Район территорийĕнче 28 автоавари пулнă, вĕсенчен 9-шĕ — ачасен айăпĕпе. Инкексенче 1 ачан пурнăçĕ татăлнă, 9 ача больницăна лекнĕ.

«Иккĕ» паллă илсен тÿрлетме пулать. Çул çинчи инкеке ниепле те тÿрлетме çук. Çавăнпа та яланах асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнмалла»,— терĕ Владислав Андреевич .

Тĕл пулăва хутшăннă ачасем ГИБДД инспекторне нумай ыйту пачĕç, тулли хуравсем илчĕç. Çул çинче никамăн та тимлĕх çухатмалла мар. Сыхлакана Турă сыхлать теççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика