Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сысна ашĕ тупăш парать

11 ноября 2009 г.

"Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçалхи тăхăр уйăхра сысна ашĕ туса илессине 86 тонна е 152 процент чухлĕ ÿстернĕ. Пĕтĕмпе вара кунта 252 тонна сысна какайĕ хатĕрленĕ.

Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелени пысăк ÿсĕмсем парнелет. Ку кăна мар, продукци хăй хаклăхĕ чакать. Хальхи вăхăтра сысна ферминче пĕтĕм ĕçе – çурасем илессине, вĕсене ÿстерессине тата самăртассине наука хушнă пек пурнăçласа пыраççĕ. Акă, ÿкерчĕкри Альбина Сергеевна Мазиковапа Лариса Александровна Смалайкина кăçалхи кăтартусем тăрăх районта "Професси енĕпе чи лайăххи" ята çĕнсе илнĕ.

Туканашри ферма ĕçченĕсем сысна хисепне пурĕ 231 пуç ÿстернĕ. Хуçалăх ку енĕпе малалла та ĕçлет. Хальхи вăхăтра кооператив Россельхозбанк урлă нумай вăхăтлăх 18 миллион тенкĕ ытла кредит илесшĕн. Унпа усă курса фермăра 1000 сысна вырнаçмалăх хушма корпус тума пуçăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 2012 çул тĕлне ĕне выльăхпа сысна ашĕ илессине 700 тоннăна çитерме палăртнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика