ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Ăста алă ĕç ыйтать

05 октября 2009 г.

Экономикăри кризис пур отрасле те витĕм кÿрет.

- Çакă уйрăмах ĕç рынокĕнче палăрать, - тет Çĕмĕрле хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Ирина Давыдова. - Производство хăвачĕ чакса пынăран хăш-пĕрин ĕçсĕррисен ретне тăма тиврĕ.

Лару-тăру татах та йывăрланатчĕ пулĕ. Чăваш правительстви халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа вăхăтра хатĕрлени çул-йĕре чылай çăмăллатрĕ. Тĕллевĕ - организаци-предприятисенче патшалăх шучĕпе хушма ĕç вырăнĕ туса парасси, обществăн вăхăтлăх ĕçне явăçтарасси, опыт пухма стажировкăна ярасси тата гражданина пĕчĕк предприяти йĕркелеме пулăшасси.

- Программа тивлечĕпе центрта ĕçсĕррисен йышĕнче тăнă 8 çын, 2-шĕ - ялтан, 6-шĕ - хуларан, юлашки уйăхра предприниматель пулса тăчĕç, - ĕç-хĕлĕпе паллаштарать Ираида Александровна.

Вăрманкасри Михаил Шашкин малашне мăйракаллă шултра выльăх çитĕнтерме тытăнĕ, аш-какай туса илес тата сĕт хатĕрлессипе вăй хума пуçлĕ. Людмила Александрова та пĕчĕк предприяти уçрĕ, хурт-хăмăр ĕрчетĕ. Вăл та ĕçсĕррисен ушкăнĕнчеччĕ.

Çĕмĕрлери Елена Волкова, Сергей Красновпа Алексей Хренов, Дмитрий Иванов, Петр Наумов пирки те çавнах каламалла. Елена общество апатлану предприятине йĕркелес тĕллевлĕ. Сергейпе Алексей алăк, чÿрече рамисем тăвĕç. Дмитрий автотранспортпа пассажирсене турттарĕ. Петр тимĕртен халăх хуçалăхĕнче кирлĕ япаласем ăсталĕ.

Кашниех Çĕмĕрле хулинчи центрпа килĕшÿ çырнă, свидетельство илнĕ. Патшалăх пурне те 58800-шер тенкĕ субсиди панă.

Районта программа тивлечĕпе 1323 хушма ĕç вырăнĕ тума палăртнă. Унпа 1398 гражданина тивĕçтернĕ.

- Ку программа чылай организаци ертÿçине килĕшет, - тет Ираида Давыдова. - Кун йышши ĕç вырăнĕ ыйтакан районта сахалах мар. Хулари пысăк предприятисем - ятарлă автомобильсен завочĕ, автофургон тата аш-какай комбиначĕсем, сĕт тирпейлекен, çавăн пекех “Гефестпа” “Агропромгаз” акционер обществисем, ыттисем те - унпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, 8 уйăхра кăна Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсем кăларакан завод 452 хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултарнă. Кăçал центр ку тĕллевпе вырăнти организацисемпе, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсемпе те 67 килĕшÿ çырнă.

Ираида Александровна хăйсем патне хушма ĕç вырăнĕ уйăрма ыйтакан заявкăсем тăтăшах килнине асăнчĕ. Министерствăсемпе центрсен сĕнĕвне шута илсе Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби çĕнĕ программа хатĕрлеме тытăннă. Вăл пурнăçа кĕрсен Çĕмĕрле районĕнче кăçал тата темиçе теçетке хушма ĕç вырăнĕ тупăнмалла. Ун чухне центрта пĕчĕк предприяти уçма кăмăл тăвакансен йышĕ татах ÿсĕ.

Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче ĕç вырăнĕ тупас ыйтупа районти служба органĕнчен 2526 çын пулăшу илнĕ. Ĕçсĕр тăрса юласси ырă япала мар. Çыннăн кăмăл хуçăлатех. Ăна лăплантарма специалист канашĕ кирлĕ. Ку енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Юлашки тапхăрта кăна ятарлă специалистсенчен 72 çын психологи пулăшăвĕ илнĕ.

Ираида Давыдова каласа панинчен çакă аван палăрать: черетре тăракана хальхи саманара кирлĕ иккĕмĕш професси те параççĕ. Кăмăл тăвакан 66 çынна тĕрлĕ курса вĕренме янă, чылайăшĕ иккĕмĕш специальноç алла илнĕ. Авăн уйăхĕнче ĕçсĕр 15 çынна маляр, штукатур, плиточник ăсталăхне вĕрентнĕ. Тепĕр 15-шĕ оператор пулса тăнă. Юпа уйăхĕнче кунта парикмахерсемпе электромонтерсен курсне уçасшăн. Кашни ушкăнра 10-15-шер çын вĕренĕç.

Ĕçсĕррисене яланлăх тата вăхăтлăх вырăн тупса пама ваканси тата вĕрентÿ ярмăрккисене ирттерни пысăк пулăшу кÿрет. Ăна кăçал 6 хут йĕркеленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 728 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.

Центр коллективĕн тăрăшулăхне çак цифрăсем аван çирĕплетеççĕ: кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти мĕн пур вăй питти çынран 2,24 проценчĕ ĕçсĕр пулнă тăк, авăнра вăл 1,7 процента çити чакнă.

Ăнăçу хăй хальлĕн килмест. Вăл центрти кашни специалистăн хастарлăхĕпе тăрăшулăхĕнчен пухăнать. Вун виçĕ çынлă коллектив ĕç-хĕле административлă çĕнĕ регламент программипе йĕркелесе пырать. Кунти кашни специалистăн хăçан тата мĕн тумаллине пĕтĕмпех шута илнĕ. Çакă килсе çÿрекеншĕн питĕ меллĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика