Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв – пурнăç çăл куçĕ

26 сентября 2009 г.

Шыв мĕн ĕлĕкрен пурнăç çăл куçĕ шутланнă. Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем çакна шута илсе ĕнтĕ юхан шывсен çыранĕсен е пĕвесен хĕрринче пурăнма пуçланă. Çапла вара ялсем, хуласем çĕкленнĕ. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов та пĕвесене таса тытассишĕн, çĕнĕ пĕвесем тăвассишĕн нумай тăрăшать. Акă, çак кунсенче Туканашра типсе ларнă икĕ пĕвене алттарнă. Çумăрсем пуçлансан вĕсене шыв тулĕ. Лаптăкĕ вара 950 тăваткал метрпа танлашать.

Трапайпа Туканаш ялĕсенчи пĕвесене те юсаса çĕнетнĕ. Ытлашши шыва юхса тăма пăрăхсем вырнаçтарнă.

Çавăн пекех çул-йĕре, кĕперсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Асфальт сарса хытарман çулсем çумăрлă çанталăкра ишĕлсе пăсăлса каяççĕ. Çакна шута илсе Туканаш ялĕнче 450 метр тăршшĕ, Черемушки поселокĕнче 650 метр тăршшĕ çула юсанă. Туканашпа Атнарта икĕ кĕпере юсанă.

Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакăншăн чи малтанах ялта пурăнакансем савăнаççĕ. Вĕсене юсавлă çулсемпе çÿреме, йĕркеллĕ кĕперсем урлă каçма, пĕве шывĕпе туллин усă курма меллĕ-çке.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика