Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тайфун» район чемпионĕ

05 августа 2009 г.

Футболла выляссипе районта мала тухассишĕн пынă вăйăсем вĕçленнĕ. Юлашки тупăшу район центрĕнчи çамрăксемпе уйпуçсем хушшинче иртнĕ. Вăйă 1:1 шутпа вĕçленнĕ. Çу каçипе тăсăлнă чемпионатра «Тайфун» (Уйпуç) чылай çĕнтерÿ тунă. Вĕсемех кăçалхи сезонра чемпионсем пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăна хĕрлĕчутайсем çĕнсе илнĕ, виççĕмĕш – «Спартак» (Питĕркасси).

Республикăра мала тухассишĕн те ăмăртусем çивĕч пыраççĕ. Августăн 1-мĕшĕнче районти футболист-ветерансем Шупашкарти «Волга» командăна 10:1 шутпа выляса янă. «Резон-СК-Центр» Етĕрнери «Колос» футболисчĕсене 5:4 шутпа парăнтарнă. Августăн 9-мĕшĕнче хĕрлĕчутайсем Красноармейскинчи «Факел» командăна» тата Шупашкарти «Энергия» спорт ветеранĕсене кĕтсе илеççĕ. Кĕрешÿ Питĕркассинчи стадионта пулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика