Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂК АРМЕЕЦСЕМ ÇĔНТЕРŸПЕ ТАВРĂННĂ

04 июля 2009 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнче Муркаш районĕнче çамрăк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» республикăри ăмăртăвĕсене савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Çак ăмăртăва çулсеренех йĕркелеççĕ. Кăçалхипе вăл 41-мĕш хут иртрĕ. Ăмăртăва республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенчи пине яхăн çамрăк хутшăннă. Ăна ачасен ăста-лăхне ÿстерес, патриотизмла воспитани парас тĕллевпе ирттереççĕ. Çамрăк армеецсене, ертÿçĕсене вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, Муркаш район пуçлăхĕ Ю.Иванов саламланă.

Пирĕн район чысне хÿтĕлесе Александровка пĕтĕмĕшле, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ăнăçлă ăмăртнă, финалта палăрнă. «Зарница» вăййисене хутшăнса александровкăсем 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн ачисем «Орленок» ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна алран вĕçертмен. Вĕренекенсем пилĕк кун хушшинче хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне тĕрлĕ конкурссенче, ăмăртусенче тĕрĕсленĕ. Пур енĕпе те вĕсем япăх мар кăтартусем тунă. Кунта, паллах, вĕрентекенсен тÿпи те пысăк. Акă, Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул педагогне, çамрăк армеецсен ăсталăхне çулран-çул аталантарса пыракана, Татьяна Волкована ятарлă паллăпа наградăланă. Ытти вĕрентекенсене те ырăпа асăннă. Район чысне çÿлте тытакансене эпир те саламлатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика