Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШ ЕНРЕ - «ÇĂЛТĂР ÇУМĂРĔ»

06 июня 2009 г.

Çĕртме уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртессине вулакана пĕлтернĕччĕ. Çавна май çак эрнере Чăваш Енре тĕнчери паллă киноактерсемпе режиссерсем, кинооператорсемпе продюсерсем пулса курчĕç, кураканпа тĕл пулчĕç, студентсем валли

мастер-классем, “çавра сĕтелсем” ирттерчĕç. Фестивалĕн программинче çавăн пекех илемлĕ, документлă тата ачасемпе çамрăксем валли ÿкернĕ фильмсем те пулчĕç.

Ентешсем хаваспах паллашрĕç вĕсемпе.

Хĕрлĕ кавир тăрăх - сцена çине

Фестивалĕн программи тĕрлĕ енлĕ иртрĕ: актерсем илемлĕ, документлă фильмсен конкурсне те йĕркелерĕç, ачасем валли ятарлă программа та пулчĕ, çавăн пекех Чăваш Енре çуралса ÿснĕ режиссерсемпе, актерсемпе паллашма та май килчĕ çак тапхăрта.

Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче “Çеçпĕл” кинотеатрта уçăлчĕ. Пирĕн республикăра иккĕмĕш хут иртрĕ вăл. Фестивалĕн президенчĕ, Раççей халăх артисчĕ Карен Шахназаров куракансемпе фестивале хутшăнакансене пысăк экранран саламларĕ. Уява кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, “Кинопроцесс” журналăн тĕп редакторĕ, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров ертсе пычĕ. Малашне Шупашкар кинематографи енĕпе Раççейри çĕнĕ центр пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Фестивале хутшăнакан артистсемпе режиссерсем, продюсерсем хĕрлĕ кавир тăрăх утса сцена çине хăпарчĕç, халăха пуç тайрĕç.

Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе вулакана та паллаштарар-ха: Рустем Абдрашев кинорежиссер, Аида Соболева кинорежиссер, Раççей халăх артисчĕсем Светлана Дружинина, Анатолий Мукасей, Юрий Грымов кинорежиссер, Елена Стишова кинокритик, Зола Пак композитор, Владимир Эйснер писатель, Алексей Герман-кĕçĕнни кинорежиссер тата ыт. те. Раççей халăх артисчĕ Родион Нахапетов вара кинофестивале Лос-Анджелесран васкаса çитнĕ. Вăл - илемлĕ фильмсен конкурсĕн председателĕ. 40 ытла фильмра ÿкерĕннĕ Родион Нахапетов тата чылай ĕç кăларнă. Ăна куракан “Валентина”, “Живет такой парень”, “Раба любви” тата ытти фильм тăрăх пĕлет.

Вăл Шупашкар килĕшнине, çавăн пекех фестивальте нумай фильмпа паллашма май килнишĕн савăннине палăртрĕ. Документлă фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ, публицист, кинокритик, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Алла Гербер та чăвашсен тĕп хулине килĕштернине пĕлтерчĕ.

“Çакăн пек аслă çынсен вăйĕпе йĕркеленнĕ кинофестивалĕн малашлăхĕ чăннипех пысăк”, - терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов хăнасене уяв ячĕпе саламланă май.

Кинофестиваль уçăлнă ятпа Мускавран салам телеграммисем те килсе çитнĕ. Пĕри - Раççей культура министрĕнчен Александр Авдеевран, тепри - Мускав тата Пĕтĕм Руç патриархĕнчен Кирилран. “Киноискусство паянхи çын шухăшлавне, тавра курăмне пысăк витĕм кÿрет. Ку енĕпе кинофестиваль çамрăк ăрăва православи тата патриотлăх енĕпе воспитани парасса шанатăп”, - тенĕ çырура патриарх.

Кинофестивалĕн конкурс программине Юрий Грымовăн “Чужие” илемлĕ фильмĕ уçнă. Сăмах май, конкурса илемлĕ çак фильмсене тăратнă: “Георг. Рассказ жены баритона” /П.Симм режиссер/, “Океан” /М.Косырев-Нестеров/, “Подарок Сталину” /Р.Абдрашев/, “Пленный” /А.Учитель/, “Райские птицы” /Р.Балаян/, “Русский треугольник” /А.Цабадзе/, “Тайна Чингис Хаана” /А.Борисов/.

Хăнара - ентеш

Çуралнă тăрăха килсе курма май килнишĕн Александр Хван режиссер çав тери савăннă. Çакăншăн кинофестиваль ертÿçисене те тав турĕ. Ара, Шупашкар уншăн тăван хула шутланать-çке. Вăл çакăнта 1957 çулта çуралнă, вырăнти 16-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. “Шупашкарта киностуди çукран Мускава кайма тиврĕ, - терĕ Александр Федорович журналистсене пресс-конференцире. - Хам вара тăван тăрăхпа сыв пуллашас теменччĕ. Атте-анне вил тăприйĕ те кунтах”.

1980 çулта ВГИКри режиссерсен факультетне пĕтернĕ вăл. Кинематографи енĕпе унăн диплом ĕçĕ - “Шнур” фильм. Каярахпа “Доминус” вăтам метражлă фильм ÿкернĕ. Çав вăхăтрах ытти кинодраматургпа темиçе сценари хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ.

“Дюба-Дюба” фильм, 1992 çулта ÿкернĕскер, пирĕн ентеш ятне самаях çÿле çĕкленĕ. Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале шăпах çак фильма илсе килнĕ вăл.

Тĕп сăнара Олег Меньшиков калăплать. Асăннă фильм темиçе фестивале те хутшăннă, çав хушăрах - Канна хулинче иртнине те. Вулакана тепĕр вăрттăнлăха та уçса парар: фильм валли кĕвĕ-çемме те ентеш хăех çырнă. Каярахпа Александр Федорович “Свадебный марш” новеллипе киноальманаха хутшăннă. 1998 çулта вăл “Дрянь хорошая, дрянь плохая” психологи триллерĕ ÿкернĕ. Унсăр пуçне куракан А.Хвана актер пек те хаклать: “Мания Жизели”, “Свистун”, Голос с того света”, “Вкус убийства”, “Питер FM”, “Космос как предчувствие” фильмсенче вылять.

“Кармен”, “Секретные поручения”, “Риэлтор”, “Шатун”, “Хозяин” илемлĕ фильмсен режиссерĕ те вăлах.

Александр Федорович 1994 çулта Ялтăри Пĕтĕм тĕнчери кинофорумра “Кино XXI век” номинацире режиссерсем хушшинче çĕнтернĕ. Çакна палăртма та кăмăллă: режиссер, актер ĕçĕпе çеç çырлахмасть ентеш, сăвăсем те çырать. Çавна май 1998 çулта унăн “Букет” сăвă пуххи кун çути курнă.

“Ас тăватăп: Наци библиотекине кĕнекесем илме çÿреттĕм эпĕ, - терĕ А. Хван иртнине куç умне кăларса. - Çакăнтах паллă çыравçăсен хайлавĕсемпе паллашнă, пĕрремĕш утăмсем тунă”.

“Дюба-Дюба” фильма Чăваш Ен çыннисем лайăх йышăннишĕн савăнчĕ Александр Федорович, тав турĕ.

Истори фильмĕсем паянхи куна аса илтереççĕ

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче “Салют” культура керменĕнче куракансем Раççей Федерацийĕн халăх артисткипе, кинорежиссерпа Светлана Дружининăпа, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе Анатолий Мукасей кинооператорпа тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçипе Игорь Дадианипе тĕл пулчĕç. Унтах Светлана Сергеевна кинофильмне курма пултарчĕç.

”Завещание императора” ултă кинофильмлă ”Тайны дворцовых переворотов” циклта - пĕрремĕш. Фильма 1995 çулта ÿкерме пуçăннă.

1722 çулта I Петĕр патша вырăнне йышăнас указа пăрахăçлать. Малашне пĕтĕмпех император пилĕнчен килет. Анчах та арăмĕ улталанине пĕлсен урса кайнă Петĕр пил хутне çурса тăкать. Çĕннине çырма ĕлкĕреймеççĕ, патша йывăр чирлесе ÿкет. Вилĕм патне çитнĕскерĕн ирĕкĕ - вăйсăр алăпа çырнă икĕ сăмах: “Пĕтĕмпех хăварăр...” /”Оставить все...”/.

Керменте лару-тăру хĕрсех пырать. Патша вырăнне Петĕрĕн çула çитмен мăнукĕ валли вăрттăн хатĕрлеççĕ. Меньшиков кнеç кавара аркатать, Аслă Петĕрĕн тăлăха юлнă арăмне Кĕтернене патша вырăнне хăпартать.

Режиссерпа ÿкерекен ушкăн ĕçе пурнăçланă тапхăрта архив докуменчĕсемпе паллă ăсчахсен тĕпчевĕсене тĕплĕн тишкернĕ. Çавăн чухне çуралнă та Раççей киноиндустрийĕнче çĕнĕ, тен, паянхи куна чи пысăк çак проект. Вăл пирĕн историри асар-писер пĕр тапхăр пирки каласа кăтартать. Светлана Дружинина истори факчĕсен йĕркине çирĕп пăхăнса пырать. Çакă - унăн ĕçĕн уйрăм палли.

- Эсир Раççейĕн чи йывăр тапхăрĕсенчен пĕрин пирки çырăннă хутсемпе усă курса хатĕрленĕ ĕçпе паллашăр, - каласа пачĕ куракансене Светлана Сергеевна. - Истори спираль евĕр аталанать. Черетленекен тапхăрсене “палласа илме” май пур. Тен, тум-тир, чĕлхе, саккун урăх пулĕ. Юрату, вилĕм, сутăнчăклăх, хăйшĕн тăрăшни сисĕнсен ÿкерчĕкре паянхи кунăн чылай саманчĕ вуланать. Çавăн пек ĕçлетпĕр эпир истори материалĕсемпе. Çак кинофильмсене çапла пăхма сĕнетĕп те. Вĕсем эпир халĕ мĕн тÿснине аса илтереççĕ.

- Эсир яланах актерсене, режиссерсене куратăр. Кинооператорсене вара - нихăçан та. Ма тесессĕн эпир яланах кадр хыçĕнче, - терĕ куракансемпе калаçнă май Анатолий Мукасей. - Эсир кино курнă чухне ăна кадр хыçĕнче тăракан çын куçĕпе пăхатăр. Ку вăл - эпĕ. Кинооператор - кинори пĕртен-пĕр професси.

Çак шухăшпа Светлана Дружинина та килĕшрĕ:

- Ÿкерÿ лапамĕнчен актер кайсан эпĕ дублера çурăмпа тăратма пултаратăп. Режиссер кайсан лайăх кинооператор эпизода унсăрăн та ÿкерсе пĕтерет. Анчах та кинооператорсăр ĕç чарăнать.

Анатолий Михайлович пирĕн тĕп хуламăр ăна питĕ килĕшнине, вăл илемлĕ те таса, çыннисем çепĕç те ăшă кăмăллă пулнине те палăртрĕ.

Циклăн юлашки кинофильмне “Виват, Анна Иоановна” ÿкерес ĕçе пирĕн ентеш Игорь Дадиани хутшăннă: вăл истори костюмĕсем çĕлес енĕпе тăрăшнă. Асамлă тумтире чăваш хĕрарăмĕн çемçе алли ăсталанă.

Çавăн пекех “Салют” культура керменĕнче çамрăксен кинопа видео-пултарулăх ”Молодежь представляет...” конкурс çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Пĕтĕмлетÿсемпе кинофестиваль тÿр килни ахаль мар. Конкурс тĕллевĕ - кинопа телекурав таврашĕнчи пултаруллă ачасемпе çамрăксене палăртса хавхалантарасси. Конкурса “Чи лайăх вăйă кинофильмĕ”, “Чи лайăх документлă фильм”, “Чи лайăх юрă-кĕвĕ клипĕ”, “Чи лайăх сăнав клипĕ”, “Чи лайăх социаллă видеоролик” номинацисемпе 50 ытла ĕç тăратнă. Ытларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Вăрнар, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай, Пăрачкав, Çĕмĕрле районĕсенчи яш-кĕрĕм хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене Шупашкарти кинофестиваль хăнисем - Светлана Дружининăпа Анатолий Мукасей - грамотăсем парса чысларĕç. Пултарулăхра ăнăçупа çитĕнÿсем сунчĕç.

“Шупашкар чуна çывăхрах”

Фильмсене мĕнле ÿкерни пирки режиссерсем, актерсем кашни кунах пресс-конференцире тата студентсем валли ирттерекен мастер-классенче тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Виçĕм кун Чăваш наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире Рустем Абдрашев кинорежиссер /Казахстан/, Дарья Мороз актриса, Тамара Керечашвили /Грузи/, СССР халăх артисчĕ Эльдар Рязанов кинорежиссер пулчĕç. Ăна кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров ертсе пычĕ.

Хальхи вăхăтра Грузире çăмăл мар лару-тăру пулсан та киностуди йĕркеллех ĕçленине палăртрĕ Тамара Керечашвили. Вăл А.Цебадзе режиссерăн “Русский треугольник” фильмĕпе паллаштарчĕ. Вырăс актерĕсемпе тачă çыхăнура ĕçленине палăртрĕ. “Политикăри лару-тăрăва пăхмасăрах вĕсем пирĕнпе ÿкерĕнме килĕшнишĕн савăнатăп”, - терĕ вăл. Грузи киностудийĕ нумаях пулмасть документлă виçĕ фильм кăларнине пĕлтерчĕ Т.Керечашвили. Вăл каланă тăрăх, утă уйăхĕнче Франци-Грузи проекчĕ кун çути курать. Кĕркунне вара - тепĕр фильм.

Казахстан режиссерĕ Рустем Абдрашев кинофестивале “Подарок Сталину” фильмпа килнĕ. Чăваш халăхĕ ăна кăмăлланишĕн савăнчĕ. “Залран куракан куççульпех тухрĕ”, - терĕ вăл. Хăй Шупашкарта пĕрремĕш хут пулнине, хула килĕшнине пĕлтерчĕ. Конкурса тăратнă фильмсем пурте пысăк шайра пулнине те палăртрĕ. Малашне Алма-Ата çинчен фильм ÿкерме тĕллев лартнине каларĕ. Казахстан киностудийĕ кризисчен ытлă-çитлĕ пурăннине те асăнчĕ.

Дарья Мороз вара чуна килĕшекен рольшĕн артистсем тÿлевсĕр ĕçлеме хатĕррине те палăртрĕ. Çак шухăшпа СССР халăх артисчĕ Эльдар Рязанов та килĕшрĕ. “Ĕлĕкрех паллă артистсем пĕчĕк укçапах çырлахнă, - терĕ вăл. - Юратăва нухратпа виçмеççĕ. Укçашăн кăна ĕçлени кăмăла тивĕçтермест. Фестиваль те укçашăн çеç уçăлмасть”.

Эльдар Рязанов Самарта çуралса ÿснĕ, тăван-пĕтенĕ те унтах пурăнать. “Çул çÿреме юрататăп эпĕ, - терĕ вăл. - Хăть ăçта та хапăлласа кĕтсе илеççĕ мана. Хам Атăл çынни пулнăран Шупашкар чуна çывăхрах”.

Эльдар Александрович “Андерсен. Жизнь без любви” илемлĕ фильмпа хутшăннă кинофестивале. Хăй вăхăтĕнче вăл “Виват, кино России!” фестиваль-конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех кун çути кăтартма ĕмĕтленнĕ ăна. “Анчах ун чухне вăл куракан патне çитеймен пулĕччĕ, - терĕ паллă кинорежиссер. - Мĕншĕн тесен унта еврейсен ыйтăвĕпе çыхăннă самантсем пур. Вăл вăхăтра уйрăм халăх ыйтăвне хускатма юраман”.

Асăннă фильмăн прокатри шăпи чаплах мар иккен. Ăна Самарта хăçан кăтартнине те пĕлмеççĕ Э.Рязановăн тăванĕсем. Свердловскри кинотеатрсенче вара /унта Эльдар Александровичăн мăшăрĕн тăван-пĕтенĕ пурăнать/ икĕ эрне “пурăннă” вăл.

Пресс-конференцие хутшăннă журналистсем паллă кинорежиссерăн шухăш-ĕмĕчĕпе те паллашас терĕç. Çĕнĕ ĕç валли сценари пуррине палăртрĕ Эльдар Рязанов. Ăна ÿкерме 5 млн доллар кирлине каларĕ.

Çакна та асăнмалла: çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Правительство çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале хутшăнакансемпе - конкурсăн жюри председателĕпе, РФ халăх артисчĕпе Родион Нахапетовпа, режиссерпа, телеертÿçĕпе, актерпа Эльдар Рязановпа тата унăн мăшăрĕпе тĕл пулнă, Раççей кино искусствин аталанăвĕн, çĕнĕлĕхĕсен тата йăласене упраса хăварассин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Н. Федоров хăнасене чăваш кĕпи парнеленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль паян, çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче, хупăнать.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика