Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăш пекех кирлĕ

06 июня 2009 г.

Документлă кино. Тен, хăшĕшĕн ытла та кичем туйăнма пултарĕ. Илемлĕ фильмри пек ятарласа хитрелетни, профессионал актерсене выляттарни çук унта. Мĕн пурри - пĕтĕмпех пурнăçран. Çак енĕпе çывăх та вăл куракана.

Шупашкарта иртекен кинофестивалĕн программине документлă фильмсен конкурсне те кĕртнĕ. Мускаври “Интер-классик”, Новосибирскри “Азия - фильм”, Хусанти “Сабантуй”, Пермьри “Новый курс” студисемпе Санкт-Петербургри документлă фильмсен студийĕ хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Асăннă ушкăнсен фильмĕсем пирки сăмах тапратиччен конкурсăн жюри членĕсем пирки чарăнса тăрасшăн. Унăн председателĕ - паллă публицист, кинокритик, общество деятелĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Алла Гербер. Хăй вăхăтĕнче “Юность” журналăн, Пĕтĕм Союзри радио обозревателĕ, “Журналист” журналăн ятарлă корреспонденчĕ, “Советский экран” журналăн редакторĕ пулнă. Алла Герберăн публицистика очеркĕсен кĕнекисенчен çаксене асăнма пулать: “Я есть кто?”, “Один на один”, “Еще ничего не случилось”. 1993 çултанпа - “Холокост” общество фончĕн президенчĕ. РФ пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕ. Общество палатинче национальноçсен ĕçĕсен, совеç ирĕклĕхĕ, граждан обществине аталантарас, культура енĕпе ĕçлекен комиссисенче ĕçлет.

Жюри членĕсенчен пĕри - Иван Головнев режиссер. Вăл - Екатеринбургран. Унăн “Человек и природа”, “Маленькая Катерина” документлă фильмĕсем тĕрлĕ конкурсăн парнисене тивĕçнĕ.

Вадим Цаликов /Владикавказ/ чăваш кураканĕсемшĕн ют мар. Иртнĕ çулхи кинофестивальте вăл “Дети Беслана” ĕçĕпе хутшăннăччĕ, хальхинче - жюри членĕ пулса.

Шупашкарти конкурса илсе килнĕ ĕçсем пирки мĕн калама пулать-ха? “Интер-классик” студин “Благословенна земля персидская”, “Терроризм как реклама”, “Наедине с Колобовым” фильмĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Çаксенчен уйрăмах юлашки икĕ ĕçĕ килĕшрĕ. Мĕншĕн? “Террор” теми халĕ актуаллă пулса кайрĕ. Фильма ÿкерекенсен çакăн пек шухăш çуралать: ăна “рекламăлас” тĕлĕшпе журналистсем ытлашшипех тăрăшмаççĕ-ши?

Документалистикăна урăхлатса кăтартас, коммерципе çыхăнтарас мар тесен мĕн тумалла? Асăннă студин директорĕн Аида Соболевăн шухăшĕпе, ăна патшалăх саккасĕпе тата куракансем ыйтнипе ÿкермелле.

Новосибирскри “Азия-фильм” студи Çĕпĕр тăрăх /“Сибиряки”/ илсе çÿрерĕ, чукчăсен пурнăçĕпе /“Земля предков”/ паллаштарчĕ, Байкал кÿллин илемĕпе килентерчĕ. Тепĕр ĕçĕ - “Другая жизнь” ятли - шел те, чуна çÿçентерчĕ. Çĕпĕр ялĕ пĕтсе пынине, халăх эрех серепине çакланнине, ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех ачапча вĕсен ăшшисĕр, хÿттисĕр çитĕннине чĕрене ыраттармалла сăнласа кăтартнă.

Кÿршĕсемпе те, Тутарстанри кино ĕçченĕсемпе, мухтанма май пур. Вĕсен “Сабантуй” студийĕ тăватă фильм тăратнă. Пĕри тепринчен кăсăклă. Мана уйрăмах “Два крещения Всеволода Мейерхольда” тата “Ильдар Ханов. Песни света” документлă ĕçсем килĕшрĕç.

Пермь кинодокументалисчĕсем те маттур. Вĕсен ĕçĕсене те куракансем лайăх йышăнчĕç.

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин залĕнче Санкт-Петербургри документлă фильмсен студийĕн ĕçченĕсем “Сарафан”, “Когда я выиграю миллион”, “Будка”, “Нярма”, “Пастораль” картинăсемпе паллаштарчĕç.

Паян, кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура хупăннă вăхăтра, ку енĕпе те çĕнтерÿçĕсене палăртĕç. Манăн вара Аида Соболевăн сăмахĕсемпе вĕçлес килет: “Шупашкарти кинофестиваль документлă кино ÿкерекенсемшĕн уçă сывлăш сыпкăмĕ пекех пулчĕ”.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика