Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Маяк» чăвашла калаçать

04 апреля 2009 г.

2009 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Маяк» радиостанци эфирне 531 кГц частотапа вăтам хумсем çинче регионăн чăвашла программисен блокĕсем тухма пуçлаççĕ.

Çакăн пĕлтерĕшĕ пысăк: вăтам диапазонра наци программисене Раççейре пурăнакан мĕн пур çын итлеме пултарĕ. Эппин, вĕсене йышлă чăваш диаспори те итлĕ.

Кашни блокрах «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем радио итлекенсене республикăн политикăпа, экономикăпа, социаллă пурнăçпа, культурăпа çыхăннă çĕнĕ хыпарĕсемпе оперативлă паллаштарĕç. Эфира тухакан рубрикăсен шутĕнче – кулленхи пĕлтерĕшлĕ пулăмсен тишкерĕвĕ, республика пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче хатĕрленĕ çивĕч репортажсем, интереслĕ çынсемпе йĕркелекен тĕл пулусем, Чăваш халăхĕн историйĕнче йĕр хăварнă пулăмсемпе, чăвашсен пуян культурипе паллаштарни, паллă писатель-поэтсен портречĕсем, ачасен пултарулăхĕ тата ытти те.

Чăвашла кăларăмсене куллен итлĕр: ĕç кунĕсенче – 6.50-7.00, 7.50-8.00, 12.50-13.00, 13.50-14.00, 18.50-19.00; шăмат кунсемпе вырсарни кунсенче – 8.50-9.00, 13.50-14.00, 17.50-18.00.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика