Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн ĕç ỹсĕнет, çитĕнỹ çывхарать

01 апреля 2009 г.

"Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи фермăри хастар хĕрсен ĕçĕ ăнса пырать. Иртнĕ çул вĕсем кашни ĕнерен районта чи нумай сĕт сунă. Çĕнсе илнĕ ят-сума малта пыракансем алăран ярасшăн мар, çулталăк пуçламăшĕнчех хăйсен кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрчĕç. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче куллен кашни ĕнерен 21 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Коллектив ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартма та кăмăллă. Пысăк сăвăмăн вăрттăнлăхĕ мĕнре? "Ĕнесем çулталăк пуçламăшĕнче ушкăнпа пăруларĕç, вĕсен сĕт антарас пултарулăхĕ те пысăк. Пуш уйăхĕн малтанхи кунĕсенчен тытăнса кунне виçĕ хутчен сăвассине йĕркене кĕртрĕмĕр",- тет хуçалăх ертỹçи Николай Головин. Пăруланă хыççăнхи тапхăрта вара ĕнесене кăнтăрла та суни продукци туса илессинче пысăк витĕм кỹнине специалистсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем лайăх ăнланаççĕ. Пысăк сăвăмăн тепĕр вăрттăнлăхĕ _ сăвакан ĕнесене умран юличчен пахалăхлă апатпа тăрантарнинче. Кăçалхи хĕл тапхăрĕ валли пĕлтĕр хуçалăхра пĕр условлă выльăх пуçне 45 центнер апат единици хывса хăварнă. Сăвакан ĕнесен рационĕ вара туллирех те: чи пысăк пахалăхлă утă, сенаж, силос,1,5 килограмм жмых, 6 килограмм тĕш тырă çăнăхĕ уйăрнă, çав шутра 1 килограмм пăрçа çăнăхĕ те пур, вăл сĕтри çу хисепне ỹстерме пулăшать. Хуçалăхра 120 пуç ĕнене иртнĕ çулсенче 6 доярка сунă пулсан, çĕнĕ йышши сăвакан зал хута кайнăранпа 2 доярка анчах ĕçлет. Виççĕмĕш çын _ оператор, унăн тивĕçĕ _ сăвакан залри кăткăс техникăна чăрмавсăр ĕçлеттересси. Унчченхипе танлаштарсан, ĕне сăвакансен кулленхи ĕçĕ халĕ нумай çăмăлрах, ĕç тухăçлăхĕ вара пысăк. Анна Константинова тата Ирина Овчинникова дояркăсем, Александр Игнатьев оператор пулса тăрăшаççĕ. Анна Константинова дояркăсен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче иртнĕ çул пĕрремĕш пулнă _ кашни ĕнерен 7078 килограмм сĕт сунă. Ирина Овчинникова _ çамрăк, аслă юлташĕнчен вĕренсе пырать. Пăрулаттаракан уйрăмра Зоя Емельяновăпа Эльфрида Дементьева тăрăшаççĕ. Пăрусене сывă, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси вĕсенчен нумай килет. Хĕл кунĕсенче 10 çул ытла пушă ларнă витене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, тепĕр витере те паян-ыранах юсав ĕçĕсене пикенмелле, ăна çăва тухиччен хута ямалла. Унта çамрăк ĕне выльăхсене вырнаçтарма палăртнă. Фермăри выльăх- чĕрлĕхе апатпа тивĕçтерессин тĕлĕ-шĕпе икĕ звено йĕркеленĕ, кашни 15 кунран улшăнса ĕçлеççĕ вĕсем. Çапла майпа хĕллехи вăхăтра та ялти çынсен ĕç вырăнĕ пур. Сĕт тата сĕт-çу продукцийĕсен техника регламенчĕ вăя кĕнĕренпе сĕт пахалăхне палăртассин производство стандарчĕн требованийĕсем, унчченхипе танлаштарсан, нумай ỹснĕ пулин те, хуçалăх патшалăха пысăк пахалăхлă сĕт анчах сутать. Хальхи вăхăтра пахалăхлă сĕт туса илесси дояркăсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика