Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çемьене – хăтлă çурт е хваттер

27 сентября 2008 г.

Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсене çитсе курнă-и эсĕ, тăванăм. Сăмахран, Лобана, Кишлĕне... Вишенере, Дубовкăна, Пчелкăна тата? Асăннă ялсенче ватă çынсем кăна тăрса юлнă. Пенси укçипе пурнăçа йÿнеçтеркелесе кун кунлаççĕ вĕсем. Вăрман хĕрринче ĕмĕрлĕхех тымар янă пулин те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме вăй-хал çитереймеççĕ. Çĕршĕнсе хура тĕс çапнă çурт-йĕрне те çĕнетме пултараймаççĕ. Урăхла каласан, паянхи кунпа пурăнаççĕ тивĕçлĕ канăва тухнисем.

Çакă уйрăмах япăх – ача-пăча сасси илтĕнмест ку ялсенче. Çамрăксем çукпа пĕрех, çавăнпа йыш хушăнмасть. Ваттисем çулĕсене кура çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлаççĕ. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха. Паян Хĕрлĕ Чутайран çичĕ çухрăмра вырнаçнă Пчелка ялĕнче пурĕ те вунă çын пурăнать. Пĕр çамрăкрах çемье – Иосиф Герасимов кил-йышĕ. Ытти çĕрте те çакăн пек ÿкерчĕкех курма пулать.

Патшалăх пĕчĕк ялсене те тимлĕх уйăрать. Акă, Вишенере, Дубовкăна, Пчелкăна асфальт çул хывас ĕç пырать. Хăш-пĕр çĕрте çут çанталăк газĕпе те усă кураççĕ. Ку аван ĕнтĕ. Çапла вара яла аталантарма миллионшар тенкĕ укçа уйăраççĕ. Çапах çамрăксем, уйрăмах çамрăк çемьесем, ялта тарăн тымар ярасшăнах мар. Яш-кĕрĕм хамăра тăрантаракан, тумлантаракан, пурнăç паракан тăван çĕре юратсах каймасть. Акă, маларах çамрăк çынсем пушă вăхăта усăллă та культурăллă ирттермелли çук тесе ялтан тухса каяççĕ тесе шутлаттăмăр. Халĕ ĕнтĕ пысăк та илемлĕ, çутă клубсем, библиотекăсем пур, кашни килтех – радио, телевизор. Çынсем килтен тухмасăрах тĕнче хыпарĕсене пĕлсе-курса тăраççĕ. Апла пулин те çамрăксем хулана туртăнма пăрахмаççĕ.

Правительство çакна шута илнĕ. 2002-2010 çулсем валли «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программа палăртнă. Унăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программипе килĕшÿллĕн районти 12 çамрăк çемьене кăçалхи июль уйăхĕнче çурт тума е хваттер туянма социаллă тÿлев илме май паракан свидетельствăсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ, акă, вĕсенчен çиччĕшĕн счечĕ çине пурĕ 2404, 5 пин тенкĕ куçарса панă. Çав шутра федераллă бюджетран – 1858, 5 пин, республикăран 451, 5 пин, вырăнти бюджетран 94, 5 пин тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерствине кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районтан 2009 çул валли çамрăк çемьесен пĕрлештернĕ списокне тăратнă. Унта пурĕ 119 çемье. Сăмах май, çак программăна хутшăнма кăмăл тăвакансенчен документсем йышăнаççĕ. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программăна хутшăнма районта документсем йышăнаççĕ.

– Ялта пурăнакан граждансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли мероприятисене пурнăçа кĕртсе 5 ял тăрăхĕнчи 9 çын кăçал социаллă тÿлев илет, – терĕ район администрацийĕн инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Светлана Ильина. – Памалли укçа-тенкĕ хисепĕ 1280, 0 пин тенкĕпе танлашать. Социаллă тÿлеве тивĕçнĕ пур граждана та свидетельствăсем панă. Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе федераллă тата вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал 7 çамрăк çемье социаллă тÿлев илĕ.

Çурт-йĕр ыйтăвĕ вăл яланах çивĕч тăнă. Халĕ те çаплах. Çулсем иртнĕ май пÿрт-çурт кивелет-çке, пурăнма юрăхсăра тухса пырать. Авари-мĕн сиксе тухас хăрушлăх та пур. Кун пек чухне çынсем аманса-сусăрланас е вилес хăрушлăх та юнашарах. Çакна шута илсе РФ Правительстви Раççей гражданĕсене кивĕ тата авариллĕ çуртсенчен куçарас тĕллевпе ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Çак программа, пысăк калăпăшпа мар пулин те, районта пурнăçланса пырать. Депутатсен Пухăвĕн юлашки ларăвĕнче, акă, Хĕрлĕ Чутайри 18 хваттерлĕ пурăнмалли çурт строительствине вĕçлеме 200 пин тенкĕ уйăрма йышăннă. Çав çурт хута кайнă темелле ĕнтĕ. Унта хисеплĕ ватăсем пурăнма куçнишĕн чун савăнать.

Хăш-пĕрисене асăнса иртни те вырăнлă пулĕ. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕнче пурăнакан Владимир Храмов мăшăрĕпе халĕ çĕнĕ çуртăн пĕр хваттерне вырнаçнă. Вăл – инвалид, ĕç ветеранĕ, нумай çулсем кирпĕч заводĕнче тăрăшнă. А.Элеменкин учитель-пенсионер та çĕнĕ хваттере тивĕçлĕ çын, ĕмĕрĕ тăршшĕпех Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ĕçленĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Ыттисене те асăнса кайма пулать. Анчах кирлех-ши; Ватă çынсемшĕн патшалăх тăрăшнăшăн, вĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтернĕшĕн хĕпĕртемелле кăна.

Шухăша çакăн пек пĕтĕмлетес килет. Çурт-йĕр лартма е хваттер туянма укçа-тенкĕ уйăрса пани – лайăх пулăм. Ялсенче çамрăксене ытларах хăварассишĕн тăрăшнин пĕр утăмĕ ку. Малашне çак ĕçе тата аванрах йĕркелесе ярасчĕ. Çамрăк вăй пулсан халĕ пăштик, пăштик сывлакан хуçалăхсем те ура çине тăрĕç, экономика тĕлĕшĕнчен тĕрекленĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика