Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔР ĔÇЧЕНĔН КАНĂÇ ÇУК

16 августа 2008 г.

Вырма çитсен çĕр ĕçченĕн пĕр канăç та çук. Çитĕнтернĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшмалла. «Родина» хресченпе фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем те хальхи вăхăтра çак тĕллевпе пурăнаççĕ. Кунта кĕрхи тулла, урпана çапса тĕшĕлеççĕ. Кăçал туяннă «Полесье» комбайнпа Петр Конторскипе Владимир Шамбулин ĕçлеççĕ. Петрăн кăçалхи сезон вун çиччĕмĕш. «Ку комбайн манăн пиллĕкмĕш», — тет вăл. Çĕнĕ техникăпа кăмăллă механизаторсем. «Кабинăна тусан кĕмест. Кондиционер ĕçлени шăрăхран çăлать. Мĕн çитĕнтернине вăхăтра пухса кĕртĕпĕр. Çумăр çеç çуса ан чăрмантартăрччĕ», — теççĕ вĕсем. Комбайнăн лайăх енĕсем татах пур: унпа кунне 20 гектартан сахал мар тырă çапса тĕшĕлеме пулать. Тÿрех 6 метр сарлакăшне илсе пырать (СК-5 «Нива — 4 метр). Тырă хирте сахал çухалать, таса пулать. Çакна йĕтем çине çитсен те курса ĕнентĕмĕр. Сап-сарă тулă купи çинче çÿп-çап пачах сахал.

Тырă алланă-кĕртнĕ çĕрте шкул ачисенчен пуçласа пенсионерсем таранах вăй хураççĕ. Ĕçе 2 сменăпа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш смени 7-рен 15 сехетчен, иккĕмĕшĕ 15 сехетрен 23 сехетченех тăсăлать. Николай Смирнов машинист механизмсем тикĕс ĕçлеччĕр тесе тимлет. Светлана Тарасова весовщикăн та пушă вăхăт çук. Йĕтем çинче тимлекенсем кунта кăçал асфальт сарса панăшăн питĕ савăннă. Савăнмасăр, кашнинче курăк хырмалла мар, çумăрлă çанталăкра та машинăсем çăмăллăнах кĕрсе тухаççĕ.

Вырмапа пĕрлех ферма выльăх-чĕрлĕхне хĕл каçарма апат та хатĕрлеççĕ. Пĕр силос ямми эрнекун тулса та пыратчĕ ĕнтĕ. Суданкăпа клевер хутăшĕнчен тунă симĕс массăна тракторпа таптаса пусăрăнтараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика