РОО "Ассамблея народов Чувашии"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлисен Канашĕн членĕсем – Патăрьелĕнче

21 июля 2017 г.

Республика Пуçлăхĕ çумĕнче ăрусен çыхăнулăхне çирĕплетес, экономика, общество тата культура пурнăçĕнче ĕç ветеранĕсен пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе Чăваш Ен умĕнче пысăкчыс-хисеп çĕнсе илнĕ çынсенчен сумлисен Канашне туса хуни икĕ çулаяхăн. Авторитетлă ушкăн йышĕпе те пысăк мар. Çапах та çак 18 çынран виççĕшĕ – Л. Кураков, Ф. Карягин, В. Теллина – пирĕн районтан пулни питех те кăмăллă. Аслă та ăслă çынсен ертỹçи те Юхмапа Пăла тăрăхĕнченех. Виçĕмкун, районăн хисеплĕ гражданинĕ, сумлисен Канашĕн председателĕ Лев Пантелеймонович ертсе пынипе çак ушкăн пирĕн районта пулчĕ.

Патăрьелсем хăнасене яланах тарават. Ыхра Çырми ял тăрăх территорийĕнче вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономикăпа ял хуçалăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Л. Кузнецов, ял тăрăх пуçлăхĕ Ф. Алиуллов хапăл туса кĕтсе илчĕç. Ĕçлĕ çул çỹревĕ Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн аш-какай тирпейлекен цехĕнчен пуçланчĕ. Производство хăвачĕ пĕчĕк мар. Хальхи вăхăтра кунта талăкне пĕр тонна ытла (хăвачĕ виçĕ тонна таранах) продукци туса кăлараççĕ. Ассортименчĕ те пуян: тĕрлĕ кăлпассинчен, тултармăшран пуçласа пельмень, манты таранах хатĕрлеççĕ ăстасем. М. Евграфова инженер-технолог калашле, таварсем хуçисене кĕтсе выртмаççĕ. Вĕсем кăларакан хăш-пĕр çимĕçсене ас тивнĕ хыççăн, çакна мероприятие хутшăннисем те çирĕплетме пултарчĕç. Ашран хатĕрленĕ продукци экологи тĕлĕшĕнчен таса, сĕтеклĕ, тутлă. Цехпа паллашнă вăхăтра Леонид Валерьевич пирĕн тăрăхра пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма кирлĕ условисем туса панине, кăçал çеç 15 инвестици проектне пурнăçа кĕртсе 60 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕуçма пултарнине пĕлтерчĕ, малашлăх плансемпе те паллаштарчĕ.

Сăмах май каласан, районтах выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлес, унăн какайне производствăна кĕртес тĕлĕшпе тепĕр цех та ăнăçлă ĕçлет. Шăнкăртамри «Али» СПСК та сменăра пĕр тоннăран кая мар хатĕр продукци кăларать.

Малалла хăнасем Чăваш Ишекĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăкпа, вăхăтĕнче Раççейĕпе кĕрленĕ Пĕлỹ çурчĕпе паллашнă хыççăн Шăнкăртамри Ф. Чабатов фермерăн осетр йышши пулăсем ĕрчетекен çĕнĕ объекчĕпе паллашрĕç. Вăхăтĕнче республикăра тĕрлĕ ведомствăра ĕçленĕ ертỹçĕсене кунта та тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ.

Фермер хăйĕн мехелĕпе пулăсем ĕрчетес тĕлĕшпе пуçăннă малашлăхлă проекта чылайăшĕ ырларĕ. Паянхи куна бассейнра пилĕк пин ытла пулă ỹсет.

Çавăн пекех пуçтарăннисем Турханти XI Кокель пленэрĕ хупăннă ятпа йĕркеленĕ мероприятие те хутшăнчĕç, Украинăран, Беларуçрен, Тутарстанран, Пушкăртстанран тата ытти çĕртен килнĕ профессиллĕ художниксен куравĕпе паллашрĕç, ăна пысăк хак пачĕç.

Канаш членĕсем хăйсен ĕçне Патăрьелĕнчи «Бизнес-инкубаторта» пĕтĕмлетрĕç. Культурăпа патриотизм тата экологи темипе йĕркеленĕ «çавра сĕтел» калаçăвне сумлисен Канашĕн председателĕ Л. Кураков ертсе пычĕ. Тема модераторĕ Патăрь-елĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлă-хĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С. Чернова çỹлерех асăннă ыйтусем ку чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çак тĕллевпе районта сахал мар ĕç тунине каларĕ, хăнасене ырă сĕнỹсемшĕн тав турĕ.

 

Хаклав

Ф. Карягин, сумлисен Канашĕн членĕ:

«Пирĕн районта çакнашкал хастарсем тупăннине ырламалла çеç. Фарид Чабатов питĕ пысăк ĕçе пикеннĕ. Çакă экологи тĕлĕшпе те пĕлтерĕш-лĕ. Аш-какайран юлнă каяшсем выртса, йăваланса çỹремеççĕ, пурте ĕçе кĕреççĕ».

 

Шухăшлав

Т. Бердникова, Раççей художникĕсен Союзĕн членĕ, Хусан:

«Эпĕ Вăрнар районĕнчи Кĕтеснерте çуралса ỹснĕ. Чăваш хĕрĕ. Çемье шăпи мана Хусана илсе çитерчĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр те Чăваш Енти сумлă пленэра пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Симпозиум питĕ килĕшрĕ. Çĕннине, лайăххине нумай илтĕмĕр Турханта. Сăмах май каласан, пирĕн çемье – художниксен çемйи. Мăшăр та, ачасем те пурте профессилле ăстасем. Сăрă туртăмĕ виççĕмĕш ăрăва – мăнуксене те – куçрĕ».

 

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика