18 июля 2017 г.
Çак кунсенче Турхан ялĕ сăрă ăстисемшĕн чăн-чăн ĕç платформи пулса тăчĕ. Çутçанталăкăн ытарайми кĕтесĕсене пир татăкĕ çине йĕрлекен ỹнерçĕсем кунĕ-пех мольберт умĕнче. Шăрăх çанталăкра та вăл вĕсене вăй кỹрет.
Чăвашсен ỹнер искусствине пуçарса янă А. Кокелĕн пĕчĕк çĕршывĕнчи пленэр-симпозиумра чун канăçне тупнă художниксем ыран Патăрьелсемпе тепре тĕл пуличчен сывпуллашĕç. Чи пахи те кăмăлли – тĕнче шайĕнче иртекен пленэра хутшăннисенчен чылайăшĕ çак ялта икĕ-виçĕ хут е тата ытларах та пулнă.
Сăмах май каласан, пленэр хастарĕсен пĕр ушкăнĕ çак кунсенче Аслă Чемен ялне те çитнĕ. Вăрман тăрăхĕнче пурăнакан Нина Михайловна Мулгачева çулĕпе вуннăмĕш теçеткене ваклать пулин те кил-тĕрешре тип-тирпейлех пурăнать. Унăн пỹртĕнчи ĕлĕкхи тĕрĕсем, тĕртнĕ кавирсем паянхи кун та типтерлĕн упранаççĕ. Çапах та сăрă ăстисем кунпа çеç çырлахман, е ĕлĕкхилле тĕрĕ тĕрленĕ, кăмакаран çăкăр пĕçерсе кăларнă самантсене те пир татăкĕ çине йĕрленĕ. Çакăн пек ĕç паттăрĕсен сăнарĕсем юлашки кунхине йĕркеленĕ куравра тата та пулĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)