26 марта 2020 г.
Шăхач ял библиотекинче тăрăшакан Светлана Убаськина вулавăша ҫӳрекенсемшĕн ҫеҫ мар: ялти ытти ҫынсемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ. Маттур та правур хĕрарăм килти хуҫалăха тирпейлĕ те кăтартуллă тытса тăма пултарнипе пĕрлех библиотекăра тĕрлĕрен кăсăклă мероприяти, конкурс ирттерет, вулакансемпе тĕлпулу йĕркелет, ҫĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарать тата ытти те. Ҫав вăхăтрах республикăра пуҫаракан тупăшусене хутшăнма та май тупать. Акă, ҫак кунсенче вăл Чăваш наци библиотеки йĕркеленĕ «Объективра – Чăваш Ен кӳллисем» фотоконкурса хутшăнса Шăхач тата Кĕҫĕн Чемен ялĕсемпе юнашар юхса иртекен Уре юхан шыва сăнлакан илемлĕ сăн ӳкурчĕксене тăратнă. «Арапуҫ ҫаранĕ» текен вырăнпа юнашар лăпкăн ҫеҫ шăнкăртатакан таса шывра йăмпăлти пĕчĕк пулăсам те пур, хăнтăрсем те пурăнаҫҫĕ. Урăхла каласан, ҫак ялсемшĕн вăл ҫут ҫанталăк палăкĕ шутланать. Сăмах май каласан, республикипе ҫакăн пек 2356 ҫырмапа юхан шыв.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)