16 августа 2019 г.
Çу кунĕсен юлашки уйăхĕнче православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем виçĕ Сăпаса -пыл, панулми, çăкăр (мăйăр) -паллă тăваççĕ. Пыл Сăпасĕнчен, августăн 14-мĕшĕнчен Успени типпи пуçланчĕ. Вăл августăн 28-мĕшĕччен пырать.
Чиркĕве çỹрекенсем августăн 19-мĕшĕнче пан улми Сăпасĕ ячĕпе çак çимĕçе, 29-мĕшĕнче вара çăкăра сăваплĕç. Çуллахи чиркỹ праçникĕсем иртсе кайнă хыççăн çанталăк тата ытларах кĕр еннелле сулăнни сисĕнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)