Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курмалли нумай

24 марта 2017 г.

 Туризма аталантарас тĕллевпе Патăрьелсем пысăк ĕç тăваççĕ.

— Пирĕн районта курмалли, кăсăкли нумай. Мăн асатте-асанне пысăк пуянлăх хăварнă, çут çанталăк та ытармалла мар хитре тавралăх парнеленĕ, — калаçу пуçарчĕ райадминистрацин социаллă аталанупа туризм пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Полина Логунова. Патăрьелте патшалăх сыхлакан 23 палăк пур: Тикеш хулашĕ, Çĕнĕ Ахпÿрт çывăхĕнчи чăваш масарĕ, Кĕçĕн Патăрьелте — Граждан вăрçин паттăрĕн П.Крепковăн, Нăрваш Шăхальте 1918 çулта вилнĕ паттăр салтаксен вилтăприсем... Тутар халăхĕн культура палăкĕ — Еншикпе Хирти Пикшик хушшинчи Зурат масарĕ.

— Сăрçи заповедникĕпе сăвăрсен заказникне ачасем юратса çÿреççĕ. Унта вĕсем чĕрчунсемпе, йывăçсемпе паллашаççĕ. Тĕрлĕ предприяти-организаци коллективĕсем те пĕрре мар пулнă унта. Пирĕн тăрăх 1883 çултанпа çитĕнтерекен Хырлăх вăрманĕ /Пăлапуç Пашьел/, Люля шывĕ, каенсар /Хырлăх вăрманĕ/ тата çут çанталăкăн ытти палăкĕпе пуян, — каласа тĕлĕнтерчĕ Полина Леонидовна.

Виçĕ çулта районта туризмăн чылай маршрутне йĕркеленĕ. 2016 çулта районти вĕренÿ управленийĕ «Паттăр çулĕпе» проект хатĕрленĕ. Çак проект пулăшнипе 1000 яхăн ача районти, республикăри тата тĕрлĕ регионти туризм объекчĕсемпе паллашнă.

— Патăрьел районĕнчен паллă çын нумай тухнă. Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин тăван тăрăхне тĕрлĕ çĕршыв /Украина, Швеци, Голланди, т.ыт./ çыннисем пĕрре мар килнĕ. Алексей Кокелĕн çуралнă ялĕ çулсерен вун-вун хăнана кĕтсе илет, Аслă Арапуçри Митта Ваçлейĕн музейне чылай çын кайса курать. Район центрĕнчи Çăкăр музейĕ те çулталăкне сахал мар мероприяти ирттерет, — пĕлтерчĕ Полина Логунова пире районти паллă вырăнсене çитсе курма йыхравласа.

Андрей МИХАЙЛОВ.

ШУТА ИЛМЕ

2016 çулта Патăрьелти туризм объекчĕсене

5000 ытла çын çитсе курнă, тĕрлĕ район-хуларан 1500 туриста йышăннă, НППП çĕршывĕсенче пурăнакан 300 çын пулнă. Хăна çурчĕсем 2 миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика