БУ ЧР "Канашская Районная СББЖ" Госветслужбы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене кÿпĕнесрен асăрхаттарни.

11 сентября 2018 г.

Выльăхсене кÿпĕнесрен асăрхаттарни.

Хальхи вăхăтра люцерна кайăвĕ питĕ сĕтеклĕ, ăна нумай çисен выльăхăн мăн хырăмлăхĕнче сывлăш хăвăрт пухăнать, уйрăмах выçăлла çисен тата çийĕнчен шыв ĕçсен. Ешĕл клевер çисен мăн хырăмлăх пушшех те хăвăрт кÿпĕнсе каять. Çавна май юлашки вăхăтра ĕнесем кÿпĕнсе вилнĕ тĕслĕхсем пĕрре çеç мар пулчĕç.

Кÿпĕнесси хăшпĕр наркăмăшлă ÿсен-тăрансене, тĕслĕхрен, наркăмăшлă упа кĕпçине /цикута, вех ядовитый/, чĕпкуç курăкĕсене /лютики/ çисен те пулма пултарать. çиме хăнăхтармалла апла ан пултăр тесен ирхине выльăхсене профилактика тĕлĕшпе типĕ утă-улăм çитермелле. Анчах вĕсене выçă чухне çĕрулми, выльăх кăшманĕ е унăн çулçисене тата çавăн пекех пăсăлнă, шăннă е кăвакарнă апат пама юрамасть. Апата тăрук улăштарнипе те мăн хырăмлăхра сывлăш пухăнма пултарать.

Выльăхсене люцерна ани çинче çÿретнĕ чухне çак йĕркесене пăхăнмалла: малтанхи кун ăна хушăран хушă 10-15-шер минут, ытти кунсенче 20-25-шер минут кĕртсе çитермелле, апата кавленĕ хыççăн кăна шыв ĕçтермелле тата ытти те.

Хăшпĕр ĕнесем тивĕçлĕ рационпа тăрантарманнине пула апат ирĕлтерекен тытăм пăсăлнипе те вăхăтран вăхăта кÿпĕнме пултараççĕ. Кирлĕ мар япаласем /çăм, çÿç, полиэтилен пакетсем, çĕтĕк-çатăк, пăта, пралук татăкĕ/ çăтса янипе пыршăлăхра тĕрлĕрен чăмаккасем пулса каяççĕ.

Енчен те ĕне кÿпĕннине асăрхасан кĕтĕве çаран çинчен хăваласа тухса тапăра хупмалла. Кÿпĕннĕ ĕнене уйăрса илмелле, çурăмĕпе хырăмĕ тăрăх сивĕ шыв юхтармалла, сулахай енчи хырăмне кашни 10-15 минутран 15-20 минут хушши чăмăрпа массаж тумалла, эмел - тимпанол ĕçтермелле, икĕ литр тин сунă сĕт ĕçтермелле. Ку чухнехи эмелсенчен кÿпĕннине ирттерме тимпанол /50-100 мл/, сĕт кислоти (10-20 мл), чĕмер курăкĕн шывĕ (0,5 литр шыв çине 15 мл чемерица), çунтарнă магнези тата ытти те пур. Зонд пулăшăвĕпе те мăн хырăмлăхран сывлăша кăларма юрать, пĕр вăхăтрах мăн хырăмлăха массаж туса тăмалла, çурăм çине сивĕ шыв сапмалла, уттармалла.

Енчен те асăннă препаратсем пулăшу парса пĕтереймерĕç пулсан, мăн хырăмлăха ятарлă хатĕрпе - трокарпа шăтармалла. Ал айĕнче трокар пулмасан çĕçĕпе, шĕвĕр хачăпа, 100-150 миллиметрлă пăтапа, ыттипе те шăтарма юрать. Анчах выльăха вилес патне çитермелле мар. Ун пек выльăхăн ашĕ пусас мĕн пулсан сутма юрăхсăра тухать.

 

 

 

Канаш районĕнчи выльăх-чĕрлĕх

чирĕсемпе кĕрешекен пуçлăхĕ Михаил Кошкин.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика