01 мая 2020 г.
Аслă Çĕнтерĕве – 75 çул
Вăрçă вучĕ
Аслă çĕр-шывăм çине
Урнă фашист тапăнать.
Тăнăç çынсен пурнăçне
Тĕп тума тĕллев тытать.
Нимĕç шелсĕр алхасать,
Нимĕн те вăл хĕрхенмест:
Ял-хулана аркатать,
Тыр-пула кĕллентерет.
Сĕмсĕр Гитлер иртĕхет,
Вăрçă вучĕ çĕкленет.
Пысăк хăрушлăх умра,
Çĕрĕм-шывăм – хурлăхра.
Пирĕн халăх кар тăрса
Хĕç-пăшал алла тытать.
Мирлĕ ĕçе пăрахса
Вăл çапăçăва тухать.
Вăрçă хĕн-асап кÿрет,
Чун-чĕрене амантать.
Выçлăх çулать çава пек,
Хуйхă çынсене хуçать.
Йывăр çапăçусенче
Халăх тăкăннă кăна.
Çĕрĕн ирĕклĕхĕнче
Пулнă телее курма.
Вилĕмсĕр паттăрлăхпа
Çапăçнă совет çынни.
Тыл ĕçченĕсем фронта
Пулăшнă ватти-вĕтти.
***
Ак машăрне ăсатать
Çамрăк хĕрарăм вăрçа.
Упăшкине пил парать
Çĕнтерÿпе таврăнма…
Салтак çапăçусенче
Вирхĕннĕ шав малалла.
Ирсĕр çĕлен-калтана
Пынă тĕп туса хĕнпе.
Салтак харсăр çапăçать
Хаяр кĕрешÿсенче.
Паттăрлăхпа палăрать,
Медальсене тивĕçет.
Пĕррехинче, тупăсен
Вут-çиçĕмĕ айĕнчен,
Çăлăнайман салтаксем,
Пĕтнĕ пĕр çын юлмиччен…
Çамрăк хĕрарăм патне
Килнĕ çыру вăрçăран.
Хурлăхлă хыпар илсен
Йĕнĕ чунтан татăлса.
Йăнăш пĕлтернĕ тесе
Çав хута пач ĕненмен.
Кĕç-вĕç пÿрте кĕрессе
Туйнă савнă мăшăрне…
Иртнĕ çулсем унтанпа,
Чĕре суранĕ иртмен.
Чылай хушă шырасан
Тупнă мăшăр палăкне.
Палăк çинелле пăхса
Макăрнă темĕнчченех.
Ак калаçăва пуçлать
Хурлăх пуснă сассипе:
«Илтĕм хурлăхлă хыпар,
Ĕненмерĕм çак хута.
Тем пек кĕтрĕм эп сана
Хĕрĕх пиллĕкмĕш çулта.
Питĕ нумай çул кĕтсе
Пурăнтăм эп шанчăкпа.
Таврăнмарăн-çке киле,
Тухрăм сана шырама.
Тупрăм санăн палăкна,
Килтĕм эпĕ сан патна.
Эс пăхсамччĕ кунталла,
Калаçсамччĕ манпала.
Мăшăрăм, илтсем мана,
Йывăр пулнă, чăтнă эс.
Çĕр-шыва хÿтĕлесе
Шав аркатнă тăшмана.
Янă çыравусене
Упратăп сентре çинче.
Паян кун та вĕсене
Эп вулатăп кунсерен.
Хăв пĕчĕк ачусене
Кураймарăн ÿснине.
Нушаллă çитĕннипех
Пулчĕç ăслă çынсемех.
Авлантартăм ачсене,
Мăнуксем те пур халь сан.
Ак тăраççĕ хурланса
Манпала юнашарах…
Йăх тăсăмĕ тăсăлать,
Пурнăç малалла шăвать.
Эс курсамччĕ вĕсене,
Савăнмаллаччĕ çеç сан.
Çук, чĕнместĕн эс, шăпах…
Ăнланатăп эп сана.
Паян кун та хуралта
Эс тăратăн паттăрла.
Темĕн чухлĕ йĕрсен те
Тавăраймăн иртнине.
Санăн вилĕмсĕр ятна
Ялан тытатпăр асра».
Хуйхă хуçнă кинемей
Кĕмĕл çÿçлĕ тахçанах.
Аллинчи шур тутрипе
Хурлăх куç çульне шăлать...
***
Паттăр салтак ячĕсем
Çĕнтерÿ кĕненкине
Ылтăн сас паллисемпе
Çырăннă ĕмĕрлĕхе.
Вăрçă халăх асĕнче
Яланлăхах упранать.
Вăрçă вучĕ çĕр çинче
Ан алхастăрччĕ нихçан.
Аякка кайса пыран
Вăрçă ахрăмĕ асрах.
Ирĕклĕх çут кунĕпе
Пурăнатпăр киленсе.
Аслă Çĕнтерÿ кăçал
Çитмĕл пилĕк çул çитет.
Паттăр совет халăхне
Калатпăр чыс та мухтав.
Пăхтăр сап-сарă хĕвел
Янкăр таса тÿпере.
Савнă тăван çĕр-шывра
Пурăнмашкăн пит аван.
Ытарми тăван кĕтес
Вăй-хăват парса тăрать.
Чĕрере хĕлхем чĕртет,
Ырлăхпа телей сунать.
Светлана Яруткина,
Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Вăрçă
Вăрçă…Ылханлă сăмах…
Хурлăх, асап кÿрекен,
Чунсăр, çынна хĕрхенмен,
Ирсĕр, ниме шеллемен.
Вăрçă…Инкеклĕ сăмах…
Юн ĕçен, пуç хунисем,
Ал-урасăр юлнисем,
Шучĕ те çук пĕтнисен.
Вăрçă…Куççульлĕ сăмах…
Вилĕм, нумай çухату,
Сĕмсĕр, мĕн чул аркату,
Çĕр чăтайми ырату.
Вăрçă…Хăрушă сăмах…
Паттăр халăх кĕрешсе,
Çĕр-шыва хÿтĕлесе
Илчĕ вăрçа çĕнтерсе.
Паттăрсене чыс тăвар!
Юнлă вăрçа ылханар!
Тус-юлташла пурăнар,
Çĕнтерÿшĕн савăнар!
Светлана Яруткина,
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Ленинград ачисем
Хаяр çапăçу çулĕсем,
Хăруш вăрçăри кунĕсем
Паян та тухмаççĕ асран,
Мĕльюн çын чĕришĕн – суран…
Ун чух Ленинград ачисем
Лекейнĕ вут-çулăм айне.
Тем чухлĕ асап-нушине
Чăтайнă вăй-хал пĕтиччен.
Пулман ăшăтма пÿртсене,
Аптранă веçех выçăпа.
Алхаснă чир-чĕр хулара,
Йăваннă çынсен виллисем.
Снаряд сирпĕнсен те шкула
Çÿренĕ майне килтерсе.
Алсиш-калпакпа, пальтопа
Вĕреннĕ унта ачасем.
Тăшман туртса илнĕ вĕсен
Телейлĕ те ирĕк çулне.
Сĕм тăлăх хăварнă куна
Манаймĕ никам нихăçан.
Ĕнерхи Ленинград ачисен
Ас илсессĕн куç çулĕ тухать.
Хальхи кĕмĕл çÿçлĕ çынсен
Вилнисемшĕн чĕри çурăлать.
Светлана Яруткина,
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнĕ май
Аттене – Дмитриев Вячеслав Дмитриевича – халалласа
Вăрçă суранĕ
Виçĕ уйăх маларах,
Нимĕç тапăничченех,
Тăнă хĕсметре атте
Хĕрĕх пĕрремĕш çулта.
Хĕрлĕ Çар ретĕнченех
Хÿтĕленĕ çĕр-шыва.
Вăрçăн малтанхи кунчех
Кĕнĕ ман атте вăрçа.
Паттăрлăх туйăмĕпе,
Вăйлă тарăхупала,
Чун-чĕре суранĕпе
Çапăçнă тăшманпала.
Вăрçă пуçламăшĕнче,
Проскуровран пуçласа,
Чакнă кайла салтаксем
Ял-хулана хăварса.
Чакнă вăхăтсенче те
Кĕнĕ çапăçусене.
Лекнĕ ункăсенчен те
Тухнă çапăçусемпе.
Хĕрĕх пĕрмĕш çулхине,
Шартлама хĕл сиввинче,
Воронеж çывăхĕнче
Аманать пирĕн атте.
Çапăçура арканса
Кайнă сĕм суккăр снаряд.
Ун сулахай урине
Суранлатать çĕмĕрсе.
Хĕрĕх иккĕмĕш çулхи
Ака уйăхĕчченех,
Соль-Илецкăн хулинче,
Сипленет госпитальте.
Тăватă уйăх сывалсан,
Соль-Илецкрах, хулара,
Саппасри бригадăра
Вĕреннĕ командира.
Хĕрĕх иккĕмĕш çулхи
Раштавăн кунĕсенче,
Сталинград çывăхĕнче,
Çапăçнă тăшмансемпе.
Паулюс фельдмаршал
Çарĕн ушкăнĕсен
Ункине тĕп тунă чух
Хутшăннă хастар атте.
Хĕрĕх виççĕмĕш çулхи
Çуллахи вăхăтсенче,
Курск, Орелăн ункинче
Çапăçнă нимĕçсемпе.
Белоруссипе Польша
Çĕрĕсене ирĕке
Кăларас енĕпеле
Шав аркатнă тăшмана.
Бобруйск, Барановичи,
Лодзь, Брест хулисене
Тăшмансенчен хăтарса
Пынă паттăр салтаксем.
Хĕрĕх пиллĕкмĕш çулта
Германи хулисенче,
Ялĕсенче пыракан
Çапăçусенче пулать.
Берлина çитет атте,
Тăшмана, юлашкинчен,
Нимĕçсен тĕп хулинче,
Тĕп тăваççĕ салтаксем.
Берлин урамĕсене
Тасатнă минăсенчен.
Иккĕмĕш хут аманать
Гварди сержанчĕ çапла.
Беетлец хулийĕнчи
Госпитальте сипленет.
Таврăнать тăван киле
Раштав уйăх вĕçĕнче.
Вутлă çулăм ăшĕнче
Пиçĕхнĕ пирĕн атте.
Çĕр-шыва хÿтĕлесе
Чыс-хисепе тивĕçет.
Палăрнă хăюлăхпа,
Тивĕçнĕ медальсене.
Пĕрмĕш степеньлĕ ордена
Çакнă кăкăрĕ çине.
Вăрçă хыççăн тăрăшса
Вăй хунă шкул ĕçĕнче.
Тăван яла юратса
Ăс панă ачасене.
Завучра, директорта
Вăл тимленĕ çак шкулта.
Унăн тăрăшулăхне
Асăрхаççĕ аслисем.
Кирек кам та ун патне
Пынă сĕнÿсем ыйтма.
Хаваспах пулăшнине
Халь те лайăх астăвап.
Юрататтăмăр ăна,
Хисеплеттĕмĕр чунтан.
Кил тĕрекĕ пулнăран
Мухтанаттăмăр унпа.
Мăшăрĕпеле пĕрле
Ултă ача ÿстерсе,
Пурнăç çулне суйлама
Пулăшнă пире савса.
Пирĕн аттепе анне
Иккĕш те пĕр çулхисем.
Аслă Çĕнтерÿ кунне
Çывхартма пулăшнисем.
Вăрçă хирĕнче атте
Çапăçнă нимĕçсемпе.
Кунĕн-çĕрĕн тимлесе
Ĕçленĕ тылра анне.
Çук пирпе атте-анне
Çакă çутă тĕнчере.
Çут сăнарĕсем вĕсен
Пулĕç асра ĕмĕрех.
Светлана Яруткина,
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Сĕнтĕкçырми ялĕ.