01 мая 2020 г.
Аслă Çĕнтерÿ: 75 çул
Çак поэмăна эпĕ кукаçипе кукамие халалласа çыртăм
Салтак арăмĕ
Ҫулла каçĕ час пулмасть,
Ҫав-çавах ĕçĕ пĕтмест.
Ял çынни ыйха путмасть,
Ниепле те ерçеймест.
Ак паян та килĕнче
Тăрмашаççĕ мăшăрсем.
Пуртă Павăл аллинче,
Ăсталать вăл авăрсем.
Утă çулма каймалла,
Çутăличчен тăмалла.
Арăм валли кĕрепле
Паян янтăламалла.
Çакăн пек ĕмĕтсемпе
Выртнă пурте çывăрма,
Тутлă ыйхă пусăмпе
Кĕлеткене кантарма.
******
Ир-ирех сасă вăратрĕ.
Ыйха татрĕ вăл манне,
Вырăнтан часах хускатрĕ -
Лартăм эп анне çумне.
Аннепе ман асанне
Йĕрсе лараç сак çинче:
- Мĕнле пирĕн пурăнас?
Ачасене мĕн калас?
Хытăран та хытăрах
Çупăрлать мана анне.
Вĕри куççуль çавăнтах
Тумлать манăн ал çине.
Атте, чунĕ кÿтнипе,
Каллĕ-маллĕ уткалать…
Хаяр вăрçă тухнине
Асатте мана калать…
******
Кунĕпех ялта янрарĕç,
Вĕçĕмсĕр куççуль юхтарчĕç:
Ватă-вĕтĕ, çамрăксем,
Арçынсемпе арăмсем.
Кунсерен кайма пуçларĕç
Арçынсем вăрçă хирне.
Пурпĕрех ĕçе прахмарĕç
Ватă-вĕтĕ уйсенче.
Утă уйăхĕ те иртрĕ,
Вăхăт – тырă пуçтарма.
Павăл ят тухасса кĕтрĕ
Вăрçă хирĕнче пулма.
Марькка пекки арăмсем
Паян ирех уй-хирте.
Сарă тулă кĕлтисем
Тăрса лараç пит хитре.
Ана урлă ыткăнса
Чупать пĕчĕк хĕр ача.
Паллас тесе йăтăнса
Пуçне çĕклерĕ Марькка.
- Ыршăн мар ку, ыршăн мар,
Лайăх мар килет хыпар.
Пĕтĕм ăшăм йăтăнать,
Чĕрере пушар çунать.
Кÿршĕ хĕрĕ пит васкать,
Чупнă çĕртех такăнать,
Хашка-хашка талпăнать,
Марькка патне çул тытать.
- Марькка аппа! Марькка аппа! -
Сурчăкне çăта-çăта,
Сăмахне аран калать,
Тутрине пуçран салтать.
- Вăрçа…Вăрçа Павăл пиччене…
Пĕлтерет повестка илнине.
Çавăнтах йĕрсе ярать,
Марьккана вăл ыталать.
Аçа çиçĕм çапнă евĕр
Вăйсăрланчĕ çамрăк арăм.
Чĕтре-чĕтре куççуль витĕр
Килелле васкать хĕрарăм.
Çенĕк алăк уçăлса,
Картиш алăк уçăлать.
Павăл, ачине йăтса,
Марьккана хирĕç тухать.
Чечек ятлă хĕрĕпе
Арăмне вăл ыталать.
Çуралайман пепкине
Курайманшăн кулянать.
- Хĕр-и, ывăл çуралать-и?
Эсĕ вĕсене упра!
Сана йывăр-и пулать-и?
Ваттисем ялан çумра.
-Ϋсчĕр, çитĕнччĕр, çын пулччăр,
Пирĕн пек вăрçă ан курччăр.
Аркатма каятпăр тăшмана
Аякра вырнаçнă çăхана.
Сисетĕп, эпĕ килейместĕп
Каялла çак вăрçăран.
Сире те урăх юратаймăп,
Пăхаймăп мăшăр куçунтан.
Çĕмĕрле станцийĕнчен
Марькка ăсатрĕ Павăла.
Мĕн куçран çухаличчен
Пăхса тăчĕ пуйăса.
Юлашки хут сыв пуллашрĕ
Çамрăк мăшăр çак кунра.
Нихăçан та тĕл пулаймĕç
Курас килсен те пурнăçра.
Паттăрла вăл пуçне хунă
Хĕрĕх иккĕмĕш çулта.
Ĕмĕрлĕхех куçне хупнă
Йĕпе-сапаллă вăхăтра.
************
Тÿрленми суран хăварчĕ
Юнлă вăрçă çĕр çинче.
Нумай куççулĕ юхтарчĕ
Хура халăх пит çинче.
Пин-пин хĕрарăм тăрса юлнă
Арçын тĕккисĕр çĕр çинче.
Ҫĕршер пин ача тăлăх пулнă
Атте-аннесĕр килсенче.
Çавах тÿссе ирттернĕ
Чи йывăр вăхăта.
Ырми-канми ĕçленĕ,
Çĕр-шывшăн тăрăшса.
Тискер тăшман арканчĕ,
Арканчĕ ун йăви.
Раççей çĕр-шыв çĕнтерчĕ,
Çĕнтерчĕ халăх тăрăшни.
Кашни тăван асра тытать хăй тăванне.
Юн туртăмĕ пырать вăл ĕмĕр-ĕмĕре.
Нихçан сÿнми вучах та чĕртĕç,
Вĕсем çинчен пур çĕр-шывра та пĕлĕç.
******
Ял варринче ларать халь палăк.
Йĕри-тавра чечек, кĕмешкĕн алăк.
Чечек çыххи кĕрсе хуратпăр,
Вилнисене нихçан манмастпăр.
Тавах сире, аннесемпе асаннесем,
Тавах сире, аттесемпе асаттесем,
Çын ăрăвне татах тăснишĕн,
Пире ыр пил парса хварнишĕн.
Лариса Кокшейкина,
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Тракушкăнь ялĕ.
Аслă Çĕнтерÿ: 75 çул
Çак поэмăна эпĕ кукаçипе кукамие халалласа çыртăм
Салтак арăмĕ
Ҫулла каçĕ час пулмасть,
Ҫав-çавах ĕçĕ пĕтмест.
Ял çынни ыйха путмасть,
Ниепле те ерçеймест.
Ак паян та килĕнче
Тăрмашаççĕ мăшăрсем.
Пуртă Павăл аллинче,
Ăсталать вăл авăрсем.
Утă çулма каймалла,
Çутăличчен тăмалла.
Арăм валли кĕрепле
Паян янтăламалла.
Çакăн пек ĕмĕтсемпе
Выртнă пурте çывăрма,
Тутлă ыйхă пусăмпе
Кĕлеткене кантарма.
******
Ир-ирех сасă вăратрĕ.
Ыйха татрĕ вăл манне,
Вырăнтан часах хускатрĕ -
Лартăм эп анне çумне.
Аннепе ман асанне
Йĕрсе лараç сак çинче:
- Мĕнле пирĕн пурăнас?
Ачасене мĕн калас?
Хытăран та хытăрах
Çупăрлать мана анне.
Вĕри куççуль çавăнтах
Тумлать манăн ал çине.
Атте, чунĕ кÿтнипе,
Каллĕ-маллĕ уткалать…
Хаяр вăрçă тухнине
Асатте мана калать…
******
Кунĕпех ялта янрарĕç,
Вĕçĕмсĕр куççуль юхтарчĕç:
Ватă-вĕтĕ, çамрăксем,
Арçынсемпе арăмсем.
Кунсерен кайма пуçларĕç
Арçынсем вăрçă хирне.
Пурпĕрех ĕçе прахмарĕç
Ватă-вĕтĕ уйсенче.
Утă уйăхĕ те иртрĕ,
Вăхăт – тырă пуçтарма.
Павăл ят тухасса кĕтрĕ
Вăрçă хирĕнче пулма.
Марькка пекки арăмсем
Паян ирех уй-хирте.
Сарă тулă кĕлтисем
Тăрса лараç пит хитре.
Ана урлă ыткăнса
Чупать пĕчĕк хĕр ача.
Паллас тесе йăтăнса
Пуçне çĕклерĕ Марькка.
- Ыршăн мар ку, ыршăн мар,
Лайăх мар килет хыпар.
Пĕтĕм ăшăм йăтăнать,
Чĕрере пушар çунать.
Кÿршĕ хĕрĕ пит васкать,
Чупнă çĕртех такăнать,
Хашка-хашка талпăнать,
Марькка патне çул тытать.
- Марькка аппа! Марькка аппа! -
Сурчăкне çăта-çăта,
Сăмахне аран калать,
Тутрине пуçран салтать.
- Вăрçа…Вăрçа Павăл пиччене…
Пĕлтерет повестка илнине.
Çавăнтах йĕрсе ярать,
Марьккана вăл ыталать.
Аçа çиçĕм çапнă евĕр
Вăйсăрланчĕ çамрăк арăм.
Чĕтре-чĕтре куççуль витĕр
Килелле васкать хĕрарăм.
Çенĕк алăк уçăлса,
Картиш алăк уçăлать.
Павăл, ачине йăтса,
Марьккана хирĕç тухать.
Чечек ятлă хĕрĕпе
Арăмне вăл ыталать.
Çуралайман пепкине
Курайманшăн кулянать.
- Хĕр-и, ывăл çуралать-и?
Эсĕ вĕсене упра!
Сана йывăр-и пулать-и?
Ваттисем ялан çумра.
-Ϋсчĕр, çитĕнччĕр, çын пулччăр,
Пирĕн пек вăрçă ан курччăр.
Аркатма каятпăр тăшмана
Аякра вырнаçнă çăхана.
Сисетĕп, эпĕ килейместĕп
Каялла çак вăрçăран.
Сире те урăх юратаймăп,
Пăхаймăп мăшăр куçунтан.
Çĕмĕрле станцийĕнчен
Марькка ăсатрĕ Павăла.
Мĕн куçран çухаличчен
Пăхса тăчĕ пуйăса.
Юлашки хут сыв пуллашрĕ
Çамрăк мăшăр çак кунра.
Нихăçан та тĕл пулаймĕç
Курас килсен те пурнăçра.
Паттăрла вăл пуçне хунă
Хĕрĕх иккĕмĕш çулта.
Ĕмĕрлĕхех куçне хупнă
Йĕпе-сапаллă вăхăтра.
************
Тÿрленми суран хăварчĕ
Юнлă вăрçă çĕр çинче.
Нумай куççулĕ юхтарчĕ
Хура халăх пит çинче.
Пин-пин хĕрарăм тăрса юлнă
Арçын тĕккисĕр çĕр çинче.
Ҫĕршер пин ача тăлăх пулнă
Атте-аннесĕр килсенче.
Çавах тÿссе ирттернĕ
Чи йывăр вăхăта.
Ырми-канми ĕçленĕ,
Çĕр-шывшăн тăрăшса.
Тискер тăшман арканчĕ,
Арканчĕ ун йăви.
Раççей çĕр-шыв çĕнтерчĕ,
Çĕнтерчĕ халăх тăрăшни.
Кашни тăван асра тытать хăй тăванне.
Юн туртăмĕ пырать вăл ĕмĕр-ĕмĕре.
Нихçан сÿнми вучах та чĕртĕç,
Вĕсем çинчен пур çĕр-шывра та пĕлĕç.
******
Ял варринче ларать халь палăк.
Йĕри-тавра чечек, кĕмешкĕн алăк.
Чечек çыххи кĕрсе хуратпăр,
Вилнисене нихçан манмастпăр.
Тавах сире, аннесемпе асаннесем,
Тавах сире, аттесемпе асаттесем,
Çын ăрăвне татах тăснишĕн,
Пире ыр пил парса хварнишĕн.
Лариса Кокшейкина,
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Тракушкăнь ялĕ.