Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органовОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Подведены итоги республиканского конкурса патриотических стихов «Ради жизни на земле»

27 марта 2018 г.

МАОУ «Вотанская ООШ» Аликовского района Чувашской Республики

 

Дубинина Карина, 6 класс

 

Манảн кукаçи

 

Эп паян ирех вảрантảм,

Сар хèвел пảхать куçран.

Кукаçи ларать салхуллảн,

Пуçне уснả вảл паян.

 

Кукаçинчен эпè ыйтрảм:

- Мèн пулнả сана паян?

Кукаçи хуллен каларè:

- Çèнтерỷ кунè паян.

 

Ун çине эпè тинкертèм,

Ак шывланчèç куçèсем.

Шảппảн çеç сảмах вảл хушрè:

- Аса килчèç юлташсем.

 

Пурảнса та кураймарèç

Манảн çывảх тантảшсем.

Вảрçả хирèнчех, мảнтарảн,

Пуçне хучèç паттảрсем.

 

Темле сывả тảрса юлтảм

Эп хаяр çапảçура.

Пурảнас кун – çулè пулнả

Теççè ун чух халảхра.

 

Халь, мảнукảм, эс телейлè,

Пурảнатпảр пит аван.

Вảрçả тек нихçан ан пултảр,

Пултảр мир ялан – ялан.

 

 

"Мы помним. Мы гордимся!"

 

Тебе всего семнадцать было,

Когда решил ты добровольцем стать.

Ушел на фронт ты молодой, красивый,

Ушел родную землю защищать!

 

Свой путь ты начал с катера "Десна",

Твоя команда очень дружная, лихая.

И как то неожиданно тогда

Твой первый бой, за Севастополь, огневая!

 

Кругом огонь, снаряды, бомбардиры,

Но ты не испугался прадед мой!

Ты защищал нас с гордостью мундира

И Севастополь как и ты теперь, Герой!

 

Свои награды, ордена, медали

Ты очень бережно в шкатулочке хранил.

А мы всегда вопросы задавали,

А дедушка наш Коля все шутил...

 

"Война - она разлучница, нахалка,

Она так много горя принесла.

Врага мы били, нам его не жалко!

Но вкус ПОБЕДЫ, тоже пили мы до дна!"

 

Прошли недели, месяцы, года

А боль войны ничем не заглушить.

И помнить будем вечно и всегда

Победу Вашу! Нас не победить!

 

Спасибо мой прадедушка за все!

За небо голубое, за Россию!

За дом, за Севастополь, за тепло,

За наши чувства и за ностальгию!

 

Сироткин Николай - Герой!

Мой прадед, предок дорогой!

Тебе я посвящаю этот стих,

Мы помним, мы гордимся за своих!!!

 10.05.2017г.

 

Автор:

учащаяся 10 класса

МАОУ «Чувашско-Сорминская средняя

общеобразовательная школа»

Аликовского района

Васильева Яна Александровна

 

Руководитель:

 учитель чувашского языка и литературы

МАОУ «Чувашско-Сорминская СОШ»

Петрова Алина Геннадьевна

 Паттăр пионерсем

 

Пěр каçхине эп куртăм тěлěкре

Хама хăрушă вăрçă хирěнче:

Вěçеççě шăхăрса пуç çийěнчех ав пульăсем,

Кěç-вěç çитес пек ман патах ак нимěçсем…

 

Мěн тумалла? Мěнле хăтăлмалла?

Тăшмансене мěнле аркатмалла?

Пуçри темле çак йывăр шухăшпа

Куçа эп уçрăм тěлěкрен тинех-çке вăранса.

 

Вăраннă хыççăн хам тěлěкěмрен

Ирěксěрех пуçларăм шутлама вăрçă çинчен.

Халь вăрçă çулěсем пиртен пит аякра,

Тăрса юлаççě манăçа темле хăрушă юмахла.

 

Мěскер пěлетпěр-ха эпир халь ун çинчен?

Пěр-икě çапăçу? Ик-виçě ят?

Çак вăрçăра пулса асаттесем

Пире валли туптанă телейпе хăват.

 

Мěн чухлě çамрăк вăрçă хирěнче

Тăван çěр-шывшăн тăма хатěр пулнипе

Пачах та шеллемесěр пурнăçне

Кěрейнě пěрре мар çулăм ăшне.

 

Çап-çамрăк ачасем… Хăюллă паттăрсем…

Вăл вăхăтра – хастар пионерсем.

Вěсем те ун чухне юратнă, шаннă, ěмěтленнě,

Вěсем те çут малашлăха ěненнě.

 

Анчах та вăрçă пуçлансассăнах

Пит хăвăрт иртсе кайнă -çке ачалăхě вěсен.

Умра вара – арканнă, çуннă хуласем, ялсем,

Чăтма май çук йывăр çухатусем…

 

Хăюллă ачасем, ÿссе çитичченех,

Нумайăш ăнтăлнă хаяр вăрçă хирне,

Тавăрупа тулайнă пěчěк чěрисем

Тăшмансене васканă çěнтерме.

 

Ак Леня Голиков… Паттăрсенчен пěри.

Разведкăна вăл пěрре мар çÿренě.

Кěперсене те, складсене те сирпěтсе, вěри

Мунчари пек нимěçсене вăл вěтеленě.

 

Разведкăра чухне пěррехинче çапла

Çаклатнă Леня пěр генерала,

Портфелěнчи документсем вара

Пěлме май панă кирлине нумай.

 

Герой ятне те илнě Леня çавăн хыççăн,

Анчах та пěр тан мар çапăçура

Партизансен отрячě тухайман-çке ункăран.

Пуç хунă Леня та  вара пит çамрăкла.

 

Çак Леня пек хастар пионерсем

Тата мěн чухлě пулнă-ши вěсем?

Марат Казей, Портнова Зина, Валя Котик…

Эпир пěлмен ятсем тата çěршер вěсем.

 

Вун виççěри-вун тваттăри çак ачасем

Мăннисенчен пěрре кая пулман.

Çěр-шывăн чăн-чăн паттăр ывăл-хěрěсем

Нимрен те хăраман, пěр утăм та чакман.

 

Пиреччě паян кун çак паттăрлăх, хăват,

Пирте пуласчě çак тěлěнмелле хавал.

Çап-çамрăк ачасен чěре таппи

Пирте юлайтăрччě пулса малашлăхăн çути.

                           

Суранова Анна Денисовна, 8 класс МБОУ «Аликовская СОШ им. И. Я. Яковлева»

***

Седые тонут в мраке облака,

Горит заря, и перед боем

Нам тихо шепчет имена река,

Которые мы в сердце скроем.

Нет, в этот час сдаваться нам нельзя,

И будут помнить наши дети,

Как нами спасена была земля,

Родней которой нет на свете.

***

И закипел на поле тяжкий бой;

Громадный танк, как гром рокочет,

А небо алое над головой

Горит и, как земля грохочет.

Мартехов снова танк в атаку вёл,

Но вдруг остановилось время,

И вспомнил он угли сожжённых сёл,

Свой дом, войны кровавой бремя…

- Нет, – сказал он, – в победу верю я!

Не будет больше слёз кровавых.

Наполнится прожженная земля

Счастливым смехом ребятишек малых.

***

Дрожало поле; алчная земля

Дождём кровавым орошалась.

Среди огня, чьё пламя – цвет Кремля

И боль, и мужество смешалось.

 

Ĕçе пурнǎçлаканĕ: Чǎваш Республикин   Елчĕк районĕнчи «Патреккелти  пĕтĕмĕшле                                 пĕлÿ паракан тĕп шкул» бюджетлă муниципаллă  вĕренÿ учрежденийĕнче 7 класра вĕренекен     Воронцова Юлия Алексеевна

  Ĕçе ертсе пыраканĕ: Енейкина Галина Леонидовна, Чǎваш Республикин  Елчĕк   районĕнчи «Патреккелти  пĕтĕмĕшле    пĕлÿ паракан тĕп шкул» бюджетлă муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕнче чǎваш чĕлхипе     литературине вĕрентекен

 

Курск пĕккинчи çапăçу

Курск пĕкки патĕнчи çапăçу –

Чи хаяр та кăра çапăçу!

Хĕрĕх тăхăр куна тăсăлса

Вăл кĕрленĕ çĕре çунтарса.

 

Вăл çунтарнă яла, хулана,

Хĕрхенмен, уяман пĕр чуна.

Шеллемен ваттине-вĕттине,

Тин кăна тĕнчене килнине.

 

Унта хутшăннă ик миллион

Чи патвар, чи хĕрÿ çар çынни.

Ултă пин танк кĕрленĕ хирте,

Тăват пин самолет - тÿпере.

 

Хăй вăйне тăшман питĕ шанать:

Раççее тыткăнри пек туять.

Кĕç Тăван çĕршывне юратса

Хĕрлĕ Çар çĕн вăйпа ыткăнать.

 

Тем пек вăйлă пулсан та тăшман,

Çук, совет салтакне авайман.

Юн юху малта кĕтнĕ, анчах

Вермахт планĕ пăчланнă йăлтах.

 

Жуков, Конев, Ватутин тата

Рокоссовскин хисеплĕ ятне.

Манăн халăх тытать асĕнче,

Вăл манмасть вĕсен паттăр ĕçне.

 

Курск пĕкки патĕнчи çитĕнÿ

Йăлт сÿнтернĕ фашистăн планне.

Çирĕп шанчăк – умри Çĕнтерÿ

Хĕмлентернĕ кашнин чĕрине.

 

Тăван çĕршĕн хĕрÿ тупăшса,

Салтаксем вирлĕн çеç çапăçса

Тăшмана чарса лартнă кĕçех,

Вăйĕ-халĕ ун пĕтнĕ вуçех.

 

Паттăрла çитĕнÿ тунипе

Ыр ята Хĕрлĕ Çар тивĕçет.

Ик пин çурă салтак  чăннипе

Паттăрсен хисепне ÿстерет.

 

Вутпа ĕннĕ хура çĕр çинче

Халь çĕкленнĕ илемлĕ çуртсем,

Бомбăпа кисренен уйсенче

Ав çиçеççĕ хитре чечексем.

 

Вăрçăпа суранланнă çĕре

Курас марччĕ-çке урăх нихçан!

Таптăр ирĕккĕн, уççăн чĕре

Çĕнтерÿçĕсемпе мухтанса!

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика