26 марта 2015 г.
Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юнкунхи ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хурлăхлă тема тавра калаçу пуçарчĕ. Сăмах - мартăн 24-мĕшĕнче Кÿкеç çывăхĕнче М-7 автотрасса çинче пулнă хăрушă авари пирки...
Ытларикун, Кÿкеç патĕнче...
Шупашкартан Çĕрпĕве кайма тухнă маршруткăри 4 çын вилнĕ /виççĕшĕ çунса кайнă/, тата 17 çын суранланнă. Пурнăçран уйрăлнисен тăванĕсемпе пĕрле хурланнине пĕлтернĕ май Михаил Васильевич вилнисене пытармашкăн, аманнисене сипленме пулăшас тĕлĕшпе хушусем пачĕ. «Çынсене çухатрăмăр - çакă чи хăрушши», - терĕ вăл. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - 11 çын больницăра, çав шутра пĕр ача. Вĕсен хушшинче хăйсене йывăр туяканнисем те пур. Кирлĕ эмелсем çителĕклĕ, суранланнăскерсене тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.
ГКЧС председателĕ Вениамин Петров вилнисем пурте Çĕрпÿ районĕнчен пулнине пĕлтерчĕ. Çак авари анлă профилактика ĕçне йĕркелесе çулсем çинчи инкеклĕ тĕслĕхсен шутне чакарма пултарнипе çыхăннă туртăма çапса хуçнă темелле - вилĕмсен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен иртнĕ. Тепĕр тесен статистики тарама-ха, çынсене чĕртсе тăратаймăн - çакă чи усалли. Авари кăтартăвĕсене сирсе яма, çынсене пулăшу кÿме 77 çынна, техникăн 20 единицине, васкавлă медпулăшăвăн 7 бригадине явăçтарма тивнĕ.
Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Олег Яковлев вара уçăмлах каларĕ: аваришĕн «Шкода» автомобилĕн 18 çулти водителĕ айăплă. Вăл транспорт хатĕрĕсен хушшинчи тивĕçлĕ дистанцие тытса пыманнине тата хăвăртлăха ÿстернине кура MAN грузовике хыçалтан пырса тăрăнтарнă, çавна май фура çулăн сулахай енне тухса кайнă та хирĕç килекен маршруткăпа çапăннă. Микроавтобус тивсе кайнă...
Пиçиххисене туртарах çыхăпăр
Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн 2014 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен отчет турĕ. Ку темăна пирĕн хаçат халиччен те пĕрре кăна мар тĕплĕ çутатнине кура тепĕр хут таврăнни кирлĕ мар-тăр. Çакна кăна палăртам: министр каланă тăрăх - бюджета кĕрекен налуксен 21% республикăри чи пысăк 10 предприяти тÿлет. Светлана Александровна кăçалхи ĕç-пуçа хакланă май унăн сăмахĕсем хавхалануллăн илтĕнмерĕç. Çавна май тăкаксене виçеллĕ тумалла, укçапа тирпейлĕ усă курмалла. Тата - налуксене туллин пухассине тивĕçтермелле. Влаçсем шăпах çак енĕпе пушшех çине тăрса ĕçлес кăмăлли куçкĕрет.
Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджетне пурнăçлани çинчен тунă отчета итленĕ май Михаил Игнатьев çĕршыв ертÿçисем хутшăннипе нумаях пулмасть Пермьре иртнĕ канашлу çинчен аса илтерчĕ. Унта ниçта та ĕçлеменнисене медпулăшупа тивĕçтерес ыйтăва та çĕкленĕ. Чылайăшĕн ĕçлес кăмăл та çук, нумайăшĕ официаллă мар майпа ĕçлет - вĕсемшĕн медстраха укçа хывмаççĕ. «Çав çынсене бюджет шучĕпе сиплеме тивет. Кам тар тăкса ĕçлет - çавсен укçипе... Вĕсем валли каякан тăкаксем çуллен ÿссе пыраççĕ», - терĕ ыйту çивĕчлĕхне палăртса Михаил Игнатьев.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин хăй ертсе пыракан ведомство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Çитĕнÿсене халăх хаклатăр - вĕсем пирки черетлĕ хут сăмах ваклас килмест. Владимир Александрович çитменлĕхсене уççăн асăнни килĕшрĕ. Калăпăр, инвестицисен ÿсĕмне тивĕçтереймен - 2014 çулта вĕсен калăпăшĕ виçĕмçулхин 90% чухлĕ кăна пулнă. Тулаш экономикăпа суту-илÿ çаврăнăшĕ те чакнă. Çакăнта Украинăри лару-тăру çивĕчленнин витĕмĕ уйрăмах курăмлă. Республика унта ăсатнă продукци тÿпи курăмлă пулнă-çке.
Унăн хÿтĕлемелли полномочи пур
ЧР Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ Владимир Иванов бизнес темине тăсрĕ темелле - вăл та хăйĕн 2014 çулхи ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Интереслĕ доклад пулчĕ. Уполномоченнăй шухăшĕпе, çĕршывра бизнес çине хуракан тÿлевсен виçине пысăклатас кăмăл çав-çавах вăйлă. Юрать-ха, патшалăх ертÿçисем çапла тума чĕнсе калакансем хыççăн каймаççĕ. Апла пулин те предпринимательлĕхе ура хураканни пайтах. Çав шутра - Чăваш Енре те.
Уполномоченнăй ячĕпе бизнес представителĕсем пĕлтĕр 199 çăхав çырнă. Ытларахăшĕ пурлăх, çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе влаçсемпе урлă пулнипе çыхăннă. Владимир Иванов иккĕленмест: вĕсене уголовлă майпа сăлтавсăр йĕрленĕ тĕслĕх те чылай. Чылайăшĕ килĕшÿ условийĕсене пурнăçламаннипе çыхăннă, эппин, вĕсене гражданла йĕркепе те татса пама пулать. Çук, право хуралĕн органĕсене явăçтараççĕ.
Е тата налук ытларах сăптăрас тени. Пĕр компанирен налукçăсем 24 млн тенкĕ шыраса илес тенĕ. Бизнесмен Арбитраж судне кайнă хыççăн çак виçе 1 млн тенкĕ таран чакнă. «Потребительсен экстремизмĕ» текен пулăм та бизнеса шуйхатать. Судсем ытларах чухне потребитель енне тăраççĕ, тепĕр чух тавар хакĕнчен темиçе хут пысăкрах укçа шыраса илмелли йышăнусем кăлараççĕ. Арбитражра тĕрĕслĕх тупма пулать-ха, анчах уголовлă ĕçсем тĕлĕшпе право хуралĕн органĕсем ниепле те каялла чакмаççĕ: «Эпир те хушша кĕнĕ май пирĕн позицисем тĕрлĕ пулаççĕ - пурпĕр вĕсен позицине улăштарма май çук».
Капла калани Патшалăх Канашĕн комитечĕн председательне Петр Краснова килĕшмерĕ: «Сире итлесен пурте - судсем, налук инспекцийĕсем, право хуралĕн органĕсем - тĕрĕс мар пек туйăм çуралать. Анчах суд йышăнăвĕсем пур вĕт-ха!» Уполномоченнăй çухалса каймарĕ, тивĕçлĕ хурав пачĕ. Арбитражра йышăнусен 50% бизнес представителĕсем майлă иккен. Уголовлă ĕçсем тĕлĕшпе вара вăл е ку предпринимателе тÿрре кăларни питĕ сайра. Тĕрĕс мар явап тыттарма тăнă тĕслĕхсене те вăл пайăррăн асăнчĕ. Çакăн хыççăн Петр Степановичăн та хирĕçлес кăмăлĕ сĕвĕрĕлчĕ пулас - шарламарĕ.
Çулсем, ветерансем, тухтăрсем...
Автоçулсем валли укçа уйăрас ыйту тавлаштармарĕ. Чăн та, Михаил Игнатьев çак кунсенче Шупашкарăн кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче пурăнакансемпе курнăçнă май унти çынсем çулсем тĕлĕшпе кăмăлсăрри пирки калаçнине аса илтерчĕ те - тĕп хула мэрĕ Алексей Ладыков çав çынсене савăнтармалли хыпар пĕлтермерĕ: асăннă районти çулсен реконструкцийĕпе строительстви валли кăçал укçа пулмасть. Сĕнтĕрвăрри çулне анлăлатмалла, Мускав кĕперне тумалла, Айхи проспектне тăсмалла - пĕтĕм укçа вĕсем валли кайĕ.
Çыхăну техникумне электромеханика колледжĕпе пĕрлештереççĕ - кун пирки вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтерчĕ. Çакă студентсене чăрмав кÿмĕ, вĕренÿ процесне лайăхрах йĕркелеме май парĕ. Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков Мускав 213 млн тенкĕ укçа куçарса пани çинчен евитлерĕ - тата 190 вăрçă ветеранĕ хваттер илĕ. Сăмах май, кăçал çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шута илнĕ мĕнпур ветеранпа инвалида хваттерпе тивĕçтерĕç.
«Земство тухтăрĕ» программăна 45 çулчченхи медиксене хутшăнма ирĕк парассине ырларĕç. Урăхла каласан халичченхинчен аслăраххисем те çак программăпа укçа илме пултарĕç. Программа кăçал та ĕçлет - 51 çын яла каясса кĕтеççĕ. Пĕтĕмпе вара иртнĕ çулсенче çак программăна 239 врач хутшăннă. Ютран та чылайăн килнĕ: Тутарстанран, Мари Элтан, Кемĕр, Ростов облаçĕсенчен... Çамрăк специалистсенчен 11-шĕ кăштахран ялсенчен пăрахса кайнă-мĕн. «Илнĕ укçана тавăрнă-и?» - интересленчĕ ЧР Пуçлăхĕ. «80% тавăрса панă, ку енĕпе чăрмав çук», - пулчĕ хурав.
Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Источник: "Хыпар"