Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель удостоверенине - 7 кунра

10 июня 2017 г.

Водитель удостоверенийĕсене илес тата улăштарас текенсене Елчĕкри "Мои документы" нумай функциллĕ центр ырă сунсах кĕтет.

Пулăшу тĕсĕпе усă курас текенсен çумĕнче паспорт, медицина ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕпе çỹреме хирĕçлеменнине çирĕплетекен справка, водитель удостоверенийĕ, енчен те хушамата улăштарнă пулсан мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельство пулмалла. Водитель удостоверенийĕ кивĕ формăллă пулсан автошкулта вĕреннине çирĕплетекен свидетельствăпа водитель карточкине илме сĕнетпĕр.

Патшалăх пошлини 2000 тенкĕпе танлашать. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинине 30 процент йỹнĕрех тỹлеме пултараççĕ (2000 тенкĕ вырăнне 1400 тенкĕ). Çак çăмăллăхпа усă курас тесен темиçе условине пăхăнмалла. Чи малтанах мĕнле пулăшу илессине палăртса gosuslugi.ru пĕрлехи портал урлă заявлени памалла, патшалăх пошлинине банк картти, карас телефонĕ е электронлă енчĕк урлă тỹлемелли меле суйласа илмелле.

Сăн ỹкерттерессине тата алă пуснин тĕсне электронлă майпа ярса парассине те вырăнтах йĕркеленĕ. Водитель удостоверенийĕпе 7 кун хушшинче тивĕçтереççĕ.

Халăха хамăр центрта тунтикунран пуçласа эрнекунччен 8-18 сехетсенче, шăматкун 9-13 сехетсенче йышăнатпăр, апат вăхăчĕсĕр ĕçлетпĕр. Тĕплĕнрех 8 (83549) 2-57-09 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Л.ВИКТОРОВА,
"Мои документы" нумай функциллĕ центр ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика