Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăр çынсене - тимлĕх

01 апреля 2017 г.

Районти «Манăн документсем» нумай функциллĕ центр паракан пулăшусен йышĕ ÿссех пырать.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан нумай функциллĕ центрта халĕ сусăр çынсем реабилитацин техника хатĕрĕсене, протезпа ортопедика изделийĕсене илме, реабилитацин хатĕрĕсене хăй тĕллĕн туяннăшăн, пулăшусем илнĕшĕн, йытă-проводниксене тытса тăма тата ветеринари енчен пăхса тăма каякан тăкаксене саплаштарма заявлени çырма пултараççĕ.

Патшалăх пулăшăвне илес тесен çак документсене тăратмалла:

- федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн инвалид е унăн представителĕ кам пулнине ĕнентерекен документ /паспорт тата ытти те/;

- заявлени параканăн представителĕн полномочийĕсене çирĕплетекен документ /шантару хучĕ/;

- сусăр ача çуралнине /14 çул тултарман пулсан/ ĕнентерекен свидетельство;

- сусăр çынна реабилитацилемелли уйрăм программа /медицинăпа социаллă экспертизăн федерацин патшалăх учрежденийĕсем пани/;

- инвалидăн обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви.

Енчен те реабилитацин хатĕрĕсене хăй тĕллĕн туянма кайнă тăкаксене саплаштарасшăн пулсан, çакăн пирки хушма документсене /тăкаксене ĕнентерекен хут тата инвалидăн ресчетлă счечĕ/ тăратни вырăнлă. Документсен оригиналĕсем кирлĕ.

Аса илтеретпĕр: пĕтĕм пулăшу тÿлевсĕр, патшалăх пошлини çеç тÿлемелле.

Л.ВИКТОРОВА,
нумай функциллĕ центр ертÿçи.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика