29 ноября 2016 г.
Районти нумай функциллĕ центрта вак тата вăтам бизнеса пулăшу парас енĕпе ĕçсен калăпăшĕ ÿссех пырать.
2015 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин «Вак тата вăтам предпринимательлĕхе малалла аталантармалли мерăсем çинчен» Указ йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, федерацин вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли корпорацине йĕркеленĕ. Вăл вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене пулăшу парать тата хăйĕн ĕçне уçмалли тата аталантармалли майсене палăртать.
Кăçалхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен центрĕсем çак корпорацин пулăшăвĕсене парассипе ĕçлеме пуçăнчĕç. Пирĕн районти нумай функциллĕ центрта /НФЦ/ çак пулăшусемпе тивĕçтереççĕ:
- вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене таварсем, ĕçсем, пулăшусем туянма хутшăнассине йĕркелесси çинчен информаципе тивĕçтересси;
- патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсен переченьне кĕртнĕ куçман пурлăх çинчен информаци парасси;
- вак тата вăтам предпринимательлĕхе укçа-тенкĕ енчен пулăшмалли условисемпе формăсем çинчен информаципе тивĕçтересси.
Федерацин вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли корпорацин информаци пулăшăвне нумай функциллĕ центра илме килекен вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ е саккунлă представителĕ пулмалла, хăйĕнпе пĕрле субъектăн Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕ тата ИНН свидетельстви пулмалла.
Результатсене НФЦра заявлени панă хыççăнах хут çинче е электрон мелĕпе параççĕ.
Районти НФЦра патшалăхăн тата муниципалитетăн 165 пулăшăвне тивĕçтереççĕ, вĕсенчен 62-шĕ бизнеспа çыхăннă: куçман пурлăхăн харпăрлăхĕн тата унпа килĕшÿ тунăшăн правăсене патшалăх енчен регистрацилени; патшалăхăн кадастрне кĕртнĕ куçман пурлăх çинчен сведени парасси; уйрăм предпринимательсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене патшалăх енчен регистрацилесси; пассажирсемпе багажа çăмăл автомобильсемпе турттарма ирĕк парасси тата ытти те.
Хальхи вăхăтра НФЦра бизнеспа çыхăннă 656 пулăшу панă. Пулăшусем тÿлевсĕр, патшалăх пошлини кăна тÿлемелле.
Информацие тĕплĕнрех 8 /83549/ 2-57-09 телефонпа ыйтса, çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă пĕлме пултаратăр.
Л.ВИКТОРОВА,
çынсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан районти нумай функциллĕ центрăн директорĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"