Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар служби, пушар хăрушсăрлăхĕ, вырма…

21 июля 2016 г.

20 июля 2016 г.

 

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Канашлăва Н.Миллин ялсенчи масарсене тирпей-илем кĕртес ыйтуран пуçларĕ. Кунта ялсенчи старостăсем пуçарулăх кăтартмалла, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ĕçе йĕркелесе пымалла. Н.Миллин ĕçпе палăрнă çынсене чысларĕ. Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн Тав çырăвне Элекçей Тимеш ялĕн старости Б.Пятаков, Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин Тав çырăвне нумай функциллĕ центр директорĕ Л.Викторова тивĕçрĕç.

Раççей çарне службăна çамрăксене ăсатас енĕпе иртнĕ çурхи призывăн итогĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый паллаштарчĕ. Кăçалхи апрель-июль уйăхĕсенче Комсомольскипе Елчĕк районĕсенче çар службине 108 яш тăнă, вĕсенчен 53-шĕ - пирĕн тăрăхран. 158 çамрăк медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Шел пулин те, юлашки вăхăтра  Раççей çарне каякан каччăсенчен çирĕп сывлăхлисен йышĕ чакса пыни шухăшлаттарать - «А» ушкăна 69 яш çеç лекнĕ. Çар службине аслă пĕлÿ, водитель правине илнĕ 15-шер çамрăк тăнă.

Лайăххипе пĕрле начарри те юнашар çÿрет. Çар ретне тăма тивĕçлĕ районти 10 çамрăк хăйĕн тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнать. Çавăнпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем полицин районти пайĕн, прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле çак киревсĕр пулăма хирĕç тивĕçлипе кĕрешме кирлине палăртрĕç.

Хальхи вăхăтра, çанталăк шăрăх тăнă тапхăрта вут-çулăм хăрушлăхĕ питĕ хумхантарать. Патшалăхăн пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А.Сайкин лару-тăру пирки пĕлтерчĕ. Кăçал ялсенче 7 пушар алхаснă. Вилнисем, аманнисем çук пулин те, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест:профилактика мероприятийĕсене ытларах ирттермелле, çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. А.Сайкин гидрантсене юсавлă, шыв илмелли вырăнсем патне пымалли çулсене тирпейлĕ тытса тăмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене парас ĕç-хĕлпе нумай функциллĕ центр ертÿçи Л.Викторова паллаштарчĕ. 6 уйăхра центрта 10037 çын пулнă, тĕрлĕ пулăшу илнĕ. Патшалăх пошлини пĕтĕмпе 829 пин тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен 25 проценчĕ район бюджетне кайнă.

Районта хĕрÿ тапхăр - уй-хирти тухăçа пухса илесси пуçланчĕ. Тунтикун тĕлне районти 8 хуçалăх вырмана тухнă - вĕсенче кĕрхи культурăсене, пăрçана çулаççĕ-выраççĕ. Çывăх вăхăтра вĕсене çапса тĕшĕлеме пуçăнĕç. Çав вăхăтрах выльăх апачĕ, кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ.

Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика